Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренĕве профсоюз та витĕм кÿмелле

Патăрьел районĕн пуçлăхĕ çулталăк пуçамăшĕнче профсоюз ертÿçисемпе тĕл пуласси йăлана кĕчĕ. Кăçалхине Н. Глухов Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ирттерчĕ.

Патăрьел районĕн пуçлăхĕ çулталăк пуçамăшĕнче профсоюз ертÿçисемпе тĕл пуласси йăлана кĕчĕ. Кăçалхине Н. Глухов Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ирттерчĕ.

Тĕл пулура район пуçлăхĕ Н.Глухов 2008 çулхи ÿсĕмсем, 2009 çулхи тĕллевсем çинчен каласа пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл 2008 çул хăйне майлă йывăр та, ăнăçлă та иртнине палăртрĕ. Районăн мĕн пур хуçалăх отраслĕсенчи кăтартусем ЧР Министрсен Кабинечĕпе райадминистраци тунă килĕшÿре палăртнинчен пысăкрах.

Шкулсене реструктуризаци, модернизаци туни районти вĕрентÿ системине тĕреклетме пулăшрĕ: районта тĕп тата вăтам шкулсен хисепĕ чакрĕ, çав вăхăтрах пуçламăш шкул-ача сачĕ шучĕ ÿсрĕ. Шкул çулне çитмен ачасен çурчĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисем йĕркелĕх тата пурлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпленчĕç.

Районта ачасене шкула турттарассипе 24 автобуспа “ГАЗель” пур. Уроксене, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттерме шкулсенчи 448 ĕç вырăнĕнче 380 компьютерпа усă кураççĕ. Пĕтĕм вăтам шкулсенче медиапроекторсем, электронлă интерактивлă комплекссем вырнаçтарнă. 2008 çулта кăна районти шкулсене 158 ĕç вырăнĕ валли компьютер техники, 14 вĕренÿ кабинечĕн комплектчĕ, электронлă интерактивлă 10 комплекс, 24 медиапроектор илсе килнĕ. “Çĕнĕ шкул” Президент программипе килĕшÿллĕн шкулсене укçа-тенкĕпе ача шутне палăртакан нормативсемпе тивĕçтерме пуçларĕç. Çавна май ĕç результачĕсене шута илесси пысăк вырăн йышăнать. Кашни вĕренекен пуçне укçа уйăрасси ÿссех пырать. Вĕрентÿ системин бюджечĕ пысăкланчĕ: енчен те вăл 2007 çулта 146 миллион тенкĕ ытларах пулнă пулсан, 2008 çулта – 191 миллион тенкĕ, 2009 çул валли 243 миллион тенкĕ пăхнă. Çавна май вĕрентÿре ĕçлекенсен шалăвĕ те ÿсет. Пĕлтĕр уйăхри вăтам шалу 5740 тенкĕ пулнă, 2009 çулта вăл 7405 тенке çитмелле. Çакă ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ системăна вăя кĕртнипе пулать. Ĕç укçин хавхалантару пайне республика бюдже-тĕнчен 42, 7 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ системăна вăя кĕртме çеç 32, 9 миллион тенкĕ яма пăхнă.

Тĕл пулăва хутшăннисем вĕрентÿ, ра-йон аталанăвĕ пирки ыйтусем пачĕç, тулли те ĕçлĕ хуравсем илчĕç. Мероприяти пуриншĕн те усăллă иртнине, вĕрентĕве витĕм ытларах кÿмеллине палăртрĕç профсоюзри ертÿçĕсем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2009
00:00
Поделиться