Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

В. М. Бородкин парнисемшĕн

Нăрваш Шăхаль шкулĕн спортзалĕнче ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Василий Михайлович Бородкин ячĕллĕ турнир кăçалхипе вун пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Кашни çулах çак турнирта, иртнине танлаштарса пăхсан, командăсен выляс ăсталăхĕ ÿссе пыни курăнать, шучĕ те нумайланать.

Кăçалхи турнира тăхăр команда пуçтарăнчĕ. Спортсменсене Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов саламларĕç. Рудольф Васильевич çакăн пек ятлă ăмăртусем тата ытти спорт енĕсемпе те йĕркелемеллине аса илтерчĕ.

Малалла судьясен коллегийĕ командăсене икĕ ушкăна уйăрчĕ те, ăмăртусем пуçланчĕç. Пĕрремĕш ушкăнра ФСК – физкультурăпа спорт комплексĕн, “ПУ-7”, Туçа ял тăрăхĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн командисем, иккĕмĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн, ХАО “Батыревский”, ТПК “Шыгырданы”, Первомайски ял тăрăхĕн, Шупашкарти ветерансен “Инвал” командисем.

Пĕрремĕш вăйă ХАО “Батыревский” тата Первомайски ял тăрăхĕн командисен хушшинче пуçланчĕ. Патăрьелсем ăнăçлăрах вылярĕç, 2:0 шутпа çĕнтерчĕç. Вĕсем хăйсен ушкăнĕнче ытти командăсенчен, “Инвал” команда пекех 2:0 шутпа выляса илсе, хăйсен хушшинче финала тухасшăн тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре ХАО “Батыревский” команда ыттисенчен 2:0 шутпа выляса илсе Шупашкарти “Инвал” командăпа тĕл пулчĕ. Хăнасем ыттисенчен çăмăллăнах выляса илнĕччĕ, çапах та çивĕч тытăçу пулаймарĕ. Вĕсен тапхăрсене 25:15, 25:14 шутсемпе выляса илсе вăййа 2:0 шут туса финала тухрĕç.

Тепĕр ушкăнра та вăйăсем çивĕч иртрĕç. Ку ушкăнра студентсен командине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем ФСК командипе ыттисенчен 2:0-шар шутпа выляса илсе финалти вăйăсенче выляма ирĕк илчĕç. Çапла вара финалта “Инвал”, ФСК, ЧПУ, ХАО “Батыревский” командисем вылярĕç.

Малтанах ЧПУ командипе ХАО “Батыревский” командăсем тупăшрĕç. Патăрьелсем епле тăрăшрĕç пулин те студентсене çĕнтереймерĕç. Тепĕр вăйăра та Шупашкар ветеранĕсем вăйлăрах пулчĕç. Вĕсем çăмăллăнах ФСК командинчен выляса илсе куçса çÿрекен кубокшăн тупăшма хатĕрленчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн вара ХАО “Батыревский” тата ФСК командисем вылярĕç. Пĕрремĕш тапхăрта “Паттăрсем” чăнах та паттăр пулчĕç. Вĕсем 25:18 шутпа çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вара 18:25 шутпа выляса ярса юлашки виççĕмĕш тапхăр вылярĕç. Ăмăрту положенийĕ тăрăх кун пек чухне 15 шут таран анчах выляççĕ. Çавăнпа та кунта асăрхануллă та хăвăрт выляни кирлĕ. ХАО “Батыревский” команди ФСК команди шута 8 таран çитернĕ çĕре 15 очко туса виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ.

Куракансем “Инвал” командăпа ЧПУ команди вылясса чăтаймасăр кĕтрĕç.

Пĕрремĕш тапхăра ветерансем 25:22 шутпа выляса илсе, тепĕр тапхăра та 25:19 шутпа вĕçлесе куçса çÿрекен кубока студентсенччен “тăпăлтарса” илчĕç. Иртнĕ çул кубок студентсенче пулнă. Тăватă номинаци тăрăх çак спортсменсене грамотăсемпе укçан призсем парса хавхалантарчĕç: “Чи лайăх вылякан” ята “Инвал” командăри В.Ильин çĕнсе илчĕ. “Чи лайăх тапăнса вылякан” ята ЧПУ командинчи волейболист С.Козлов тивĕçрĕ. “Чи лайăх пас паракан” ята ФСК “Паттăр” командинчи Ю.Васюткин илчĕ, “Чи лайăх сыхлакан ята” вара ХАО “Батыревский” командăри А.Иванов тивĕçрĕ. Мала тухнă командăна тата призлă вырăнсене йышăннисене асăнмалăх медальсем тата укçан парса хавхалантарчĕç. Юлашкинчен Василий Михайлович хисеплесе килнĕ командăсене, курма пуçтарăннă халăха чун-чĕререн тав турĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2009
00:00
Поделиться