Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыттисенчен çÿллĕ шайра пулмалла

Юлашки çулсенче шкулсенче вĕрентекенсем хăйсен тавра курăмне ÿстерсе пымалли, вĕрентÿн çĕнĕ меслечĕсемпе усă курмалли пирки нумай калаçаççĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ учительсем те хăйсен ирĕкĕпех тĕрлĕ ушкăна уйрăлчĕç: аслă категориллисем, I тата II категориллисем. Ĕçе чун-чĕререн парăннă çын, паллах, пĕр ятсăр та ĕçлĕ-ха. Сăмахăм кун пирки мар. Информаци кунĕнчи тĕл пулусенче тĕп хуларан килнĕ представительсем республикипе аслă категорине хÿтĕлеме çырăннă учительсен 65 проценчĕ ачасем пек “иккĕ” илни пирки пăшăрханса каларĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2009
00:00
Поделиться