Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл кунĕ илемлĕ пултăр, никама инкек ан кÿтĕр

Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр хитре. Пире, хăнăхнăскерсене, шартлама хĕл кунĕсем те чуна çывăх. Юлашки çулсенче вăл хĕр кăмăлĕ пек вылянчăклă тăрать: е ăшăтса пăрахать, е сивĕтет... Çил-тăман тустарса çул-йĕре хÿсе лартма, çурт тăррисене тултарса хума та пултарать. Хăйĕн ирĕкĕ-çке, ку таранччен çĕр çинче этем çут çанталăкран вăйлăрах пулман-ха. Çавăнпа та хĕл кунĕ хăйĕн илемĕпе çеç савăнтартăр, никама та хамăрăн тимсĕрлĕхпе инкек ан кÿтĕр тесен яваплă организацисен çулсене вăхăтра тасатса тăмалла, çурт-йĕр çинче пуçтарăннă хулăн юр ишĕлсе анса сăтăр ан тутăр тесе пăхсах тăмалла.

"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2009
00:00
Поделиться