Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇУЛЛА ЧЕЧЕКЛЕН, ХĕЛЛЕ ИЛЕМЛЕН, ПАТĂРЬЕЛ!

Юлашки çулсенче Патăрьел палăрмаллах капăрланчĕ, çĕнелчĕ, илемленчĕ. Унăн аслă урамĕсемпе, утма çулĕпе чечек-курăк ешернĕ вăхăтра та, шурă пустав витĕннĕ хĕлле те киленсе пыма кăмăллă. Эпир куллен çÿрекен обществăлла вырăнсем, капмар çурт-йĕрпе унăн таврашĕсем çулсерен, уйăхсерен хитреленсе пыни савăнтарать.

Район центрĕн, ялсен инфратытăмне малашне те аталантарас, урамри электроçутă сечĕсене çĕнетес, Çĕнĕ çул умĕн хамăр пурăнакан вырăнсене, организаци-предприяти çурчĕсене, обществăлла вырăнсене тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа капăрлатса ватти-вĕттине хаваслăх, савăнăç кÿрес тĕллевпе районта “Да будет свет!” конкурс иртнĕ. Çак кунсенче комисси членĕсем республика шайĕнче йĕркеленĕ районти конкурса пĕтĕм-летнĕ. Комисси председателĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов конкурса пĕтĕмлетме пуçтарăннă ларура çирĕплетнĕ номинацисемпе тата хавхалантару суммисемпе паллаштарнă.

Çакна та палăртма кăмăллă. Çулсеренех Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем умĕн йĕркелекен конкурс вăй илсех пырать. Çак шухăшах ларура Патăрьел ял пуçлăхĕ А.Ялуков та çирĕплетнĕ. Районти чылай организаци-предприяти коллективĕсем ăна пысăк яваплăха туйса пурнăçланă. Каçхи Патăрьел епле капăрччĕ! Уйрăмах Мăшăрлану керменĕ, “Булат”, “Арбат” суту-илÿ çурчĕсем çутă композицийĕн хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăратчĕç. Çав вăхăтрах комисси членĕсем хăйсене çирĕплетнĕ вăрман илемне – Çĕнĕ çул чăрăшĕсене ЧПУ филиалĕ, Патăрьелĕнчи 7-мĕш номерлĕ училище, “Кĕрсе тух” магазин, “Батыревское ЖКХ” тулли мар яваплă общество çителĕксĕр капăрлатнине асăрхаттарса хăварнă.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан конкурса хутшăнакан ĕç коллективĕсем çуртсемпе сооруженисене дизайн мелĕсене тĕпе хурса илемлетни сисĕнет. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăсен килĕшÿлĕхĕ те кăмăллă. Анчах та хăшĕ-пĕри вара çак ĕçе ячĕшĕн, хут çине паллă тутарассишĕн çеç пурнăçланă. Çăп-çăмăл меслетпе кантăксене куç хĕсекен çутăсене янă та ĕçĕ те пĕтнĕ.

“Да будет свет!” конкурса йĕркелесе ертсе пыракансем юлашкинчен пĕр шухăшлă пулса çапла йышăннă. Ял тăрăхĕсенчен пĕрремĕш вырăна Патăрьелсем (2000 тенкĕ хавхалантару укçи), иккĕмĕшне Шăнкăртамсем йышăннă. Предприятипе организацисенчен пĕрремĕш “Водолей” суту-илÿ çурчĕ (1500), иккĕмĕш “Пегас” бар-пельменнăй (1000), виççĕмĕш ВДПО çурчĕ (800).

Уява илем кÿрекен чăрăша капăрлатассипе “Батыревский” хупă акционерла обществăна çитекенни пулман. Вĕсем хыççăн Шăнкăртамри шкул, виç-çĕмĕш вырăнта “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕпе Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану. Вĕсене те 1000, 800, 700 тенкĕ укçа парса хавхалантарнă.

Хăйне евĕрлĕхпе, илемпе палăрса тăраканнисенчен Патăрьелĕнчи техника инвентаризацийĕн бюровĕн çуртне, Шăнкăртамри райпон суту-илÿ комплексĕн çуртне кĕртнĕ. Вĕсене те комисси тăрăшуллă ĕçшĕн 1000 тата 800 тенкĕ пама йышăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2009
00:00
Поделиться