Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çÿллĕ шайра ирттерчĕç

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе час-часах пĕрле пуçтарăнаççĕ. Хальхинче вĕсем Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта тĕл пулчĕç, Т.Митрофановăпа С.Волковăн уçă урокĕсене итлерĕç. Улттăмĕшсем Светлана Красномировна ертсе пынипе “Апат-çимĕç” темăпа нумай ĕç туса ирттерчĕç, хальхи вăхăта аса илчĕç.

Ачасем ют чĕлхене юратнине кăтартса пачĕç. Татьяна Васильевна тăххăрмĕшсемпе “Мода” темăна уçса пачĕ. Компьютер технологийĕпе усă курса ирттернĕ урок пурне те килĕшрĕ. Ачасем хăйсен шухăшĕсене ют чĕлхепе калани итлеме пынисене тĕлĕнтерчĕ. Вĕрентекен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç, çăмăлах мар текста итлесе ăнланма пултарчĕç, грамматикăпа тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевсене лайăх пĕлнине кăтартрĕç. Вĕрентекен çирĕп ыйтнипе ачасен пĕлĕвĕсем те аван пулни курăнчĕ. Урок йăлтах акăлчанла иртрĕ. Тăххăр-мĕшсем чĕлхене юратни сисĕнчĕ. Пĕрле ĕçлекенсен ертÿçи З.Чабатова урок çÿллĕ шайра иртнине, вĕрентекен районта та чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Татьяна Васильевнăн вĕренекенĕсем çулсерен предмет олимпиадисенче, “Наука. Творчество. Аталану” конференцире малти вырăнсене йышăнаççĕ. Е.Митрофанова вара Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ зонăри конференцинче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Халĕ Женя ЧППУчи ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренет. Ытти аслă шкулсенче пĕлÿ пухакансем те акăлчан чĕлхипе лайăх ĕлкĕрсе пыни, экзаменсене ăнăçлă тытни, паллах, чи малтан Татьяна Васильевнăн тÿпи. Районти учительсем 2-9-мĕш класра ирттернĕ урокран нумай çĕнни пĕлнине, интерактивлă доскапа усă курни килĕшнине каларĕç.

Г.Митрофанова завуч та вĕрентекен пурнăçпа пĕрле пынине, çĕнĕ меслетсемпе ĕçленине çирĕплетрĕ. Ачасем ют чĕлхене юратнине, Татьяна Васильевнăн урокĕсем яланах çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 января 2009
00:00
Поделиться