Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял халăхĕн пурнăç шайĕ ан чактăр

Çĕнĕ çулталăкри пĕрремĕш информаци кунне пирĕн района Чăваш Республикинчи Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Стальская ертсе паракан ушкăн килчĕ. Унпа пĕрлех тĕрлĕрен коллективсенчи, вырăнти администрацисенчи тĕл пулусене “Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕ” Патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн ректорĕ В.Данилов, республикăри тĕп патшалăх санитари врачĕн çумĕ В.Сергеева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Акконд” уçă акционерла обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов тата ытти республика шайĕнчи представительсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Чăваш Республика Президенчĕн “Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен” Указне сÿтсе явасси, Чăваш Ен Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Уçă Çырури тĕп енсене пурнăçа кĕртесси, ял халăхĕн социаллă тата экономика пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан 2009 çулхи пĕрремĕш информаци кунĕ Вăкăр çулталăкĕ, Республика Президенчĕ ят панă кăçалхи Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пĕлтĕрхи пекех ĕçлĕ те тухăçлă, ял халăхĕшĕн усăллă ирттĕр тесе тĕллев лартрĕ.

Пĕрлехи тĕл пулу райадминистрацин залĕнче иртрĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарнă хыççăн район шайĕнче вĕсене пĕр чăрмавсăр, кризиса туймасăр ăнăçлă татса пымаллине каларĕ:

– Иртнĕ çул Патăрьелсемшĕн мĕн пур ăнăçулăхпа, çĕр ĕçĕнчи çитĕнÿпе, строительствăри сулмаклă ĕçсемпе палăрса юлчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче вăкăр пек ывăнмасăр ĕçлесе çитĕнÿ тăвар. Юлашки вăхăтра халăх калаçăвĕнче нумай усă куракан “кризис” сăмах пире экономикăна аталантарас енĕпе комплекслă пурнăçламалли хавхалантару меслечĕ çеç пултăр. Çак тĕллевпе, паллах, республика ертÿçи уçă Çырура каланă пек, кашнийĕн хăйĕн ĕçĕнче пуçарулăх кăтартмалла, – терĕ Николай Иванович хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Кун йĕркинчи ыйтăва информаци ушкăнĕн ертÿçи А.Стальская тата ытларах çивĕчлетрĕ. Алла Михайловна республикăн 2008 çулхи социаллă-экономикăллă кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, вырăнсенче çĕр пайĕсемпе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетрĕ, ЧР Президенчĕн пилотлă проектăн тĕллевĕпе паллаштарчĕ, Патăрьел районне йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса кăтартуллисен шутĕнче пулма ăнăçу сунчĕ.

Райадминистрацинчи тĕл пулурах пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ районти 15 çамрăка свидетельствăсем пачĕç, “Да будет свет!” конкурс çĕнте-рÿçисене саламларĕç.

Малалла информаци кунĕн ĕçлĕ ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче, вырăнсенче пулса халăхпа курнăçрĕç, вĕсен шухăш-кăмăлне итлерĕç. Информаци ушкăнĕн ертÿçи А.Сталь-ская, район пуçлăхĕ Н.Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн Л.Лебедевăн пулăшуçи М.Федотов Мăшăрлану керменĕнче пулса кăçалхи пĕрремĕш йĕкĕреш ачасен çемйине – Патăрьелĕнчи Ерофеевсене саламласа ырă суннă хыççăн Патăрьел ял тăрăхĕнче, “Батыревская ИПС” предприятире, Шăнкăртамри çĕнĕ шкулта, ял тăрăхĕнче пулнă.

Район пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ Р.Селиванов, “Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕ” патшалăх вĕрентÿ учреждени ректорĕ В.Данилов, республикăри тĕп патшалăх санитари врачĕн çумĕ В.Сергеева Кзыл Чишма, Алманчă ялĕсенчи шкул коллективĕсенче пулчĕç, учительсемпе ачасен пурнăçĕпе паллашрĕç, вĕсен сĕнĕвĕ-шухăшне шута илчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться