Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренÿре ÿсĕмсем пур

Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти вĕрентекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çакна нумай пулмасть иртнĕ пуху та çирĕплетрĕ.

Ачасем унта пĕчĕк концерт кăтартрĕç. Шкул директорĕ А.Бахматова шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Паллах, пĕрле сÿтсе явмалли ыйтусем сахал мар. Вĕренÿ ÿсĕмĕ те, кĕнекесемпе тивĕçтересси те, çĕнĕлле экзаменсем тытасси те кăсăклантарчĕ ашшĕ-амăшне. Пĕрремĕш чĕрĕке вĕренекенсен 45 проценчĕ “5” тата “4” паллăпа вĕçлерĕç. Ю.Бородова (4 кл.), П.Плешков (4 кл.), А.Мартышкина (5 кл.), С.Казакова (5 кл.), Д.Кротов (6 кл.), Н.Казаков (9 кл.) “5” паллăпа çеç вĕренеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться