Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ

Иртнĕ эрнере районти шалти ĕçсен пайĕн оперативлă службăн 2008 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва райшалĕçпайĕн начальникĕ, милици подполковникĕ Н.Ванин, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Ю.Фуражников, район пуçлăхĕн çумĕ И.Дикин, районăн тĕп кураторĕ, милици полковникĕ В.Новошинов, райшалĕçпайĕн пуçлăхĕн çумĕсем, милици сотрудникĕсем хутшăннă.

2008 çулта оперативлă служба ĕçченĕсем преступлени тăвассинчен асăрхаттарас, вĕсене тĕпчесе уçса парас, патшалăхăн экономика хăрушсăрлăхне çирĕплетес, приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе уйăрнă бюджет укçисене тĕллевлĕ вырнаçтарнине тĕрĕслес, çул çитмен ачасем преступлени тăвассине чакарас, çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркине пропагандăлас тата ытти ыйтусемпе те тимленĕ.

Райшалĕçпайĕн иртнĕ çулхи ĕçĕнче ырă улшăнусем пур. Сăмахран, йывăр тата питĕ йывăр преступленисене çĕр проценчĕпех уçса панă.

Ытларах тимлĕх кирлĕ çынсемпе профилактика ĕçне вырăнлă туса пынăран çамрăксем тăвакан преступлени 26, обществăлла вырăнти хура ĕçсем 45, ушкăнпа явăçнă преступленисен шучĕ 45 процент чакнă.

Наркотиксемпе усă куракансене тупса палăртас, административлă йĕркелĕхе пăхăнтарас тĕлĕшпе те чылай ĕç тунă.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен канашлура райшалĕçпайĕн начальникĕ Н.Ванин вĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться