Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни почтальонкăна – тивĕçлĕ хавхалантару

Районта тухса тăракан “Авангард” хаçат тусĕсем кашни çырăнтару тапхăрĕнчех йышланса пыраççĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах хаçат ĕçченĕсене хавхалантарать, малашне вулакан валли тата кăсăклăрах материалсем çырма хистет.

Вырăнсенче çырăнтару тапхăрĕнче почтальонсем пысăк ĕç тăваççĕ. Çак кунсенче “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ З.Александрова кашни çыхăну уйрăмне çитсе почтальонсене Пичет кунĕ ячĕпе саламланă, район хаçатне халăх хушшинче ытларах та ытларах сарнăшăн тав тунă, кашнинех хавхалантару парнине панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться