Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕркене пăсакансем йышланнă, аварисен шучĕ чакнă

Иртнĕ çул районти шалĕçпай ĕçченĕсем административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă ĕçе уйрăмах вăйлатнă. Виçĕм çул çулталăк тăршшĕпе 7580 çын ячĕпе протокол çырнă, пĕлтĕр вăл 11507 пулнă. Урăхла каласан, вĕсен шучĕ 51 процент ÿснĕ.

Çул-йĕр çинче пулакан инкексен шутне чакарас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем ирттерни та пысăк витĕм кÿрет. Иртсе кайнă çул районта 33 автоавари пулнă, маларахри çулхипе танлаштарсан 13 процент чакнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться