Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăну каçĕ иртнĕ

Шутлă кунсем пĕрин хыççăн тепри питĕ хăвăрт улшăнаççĕ. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх театрĕн режиссерĕ Виталий Владимирович Дергунов пиртен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитнĕ ятпа асăну каçĕ иртнĕ. Унăн творчествине, пултарулăхне тĕпе хурса йĕркеленĕ каçа Виталий Владимировичпа тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ сцена ăстисем – артистсем, ăна хисеп тăвакан çывăх юлташĕсем, тăванĕсем хутшăннă.

Асăну каçне пухăннисем режиссер лартнă спектакльсенчи сценăсене кăтартнă. «Кай, кай Ивана», «Улькка кинĕн виçĕ кинĕ», «Çурçĕр хыççăнхи апатлану» тата ытти спектакльсенчи сценăсене курма пыракансем питĕ кăмăллă йышăннă. Виталий Владимировичăн пултарулăхне пысăк хак панă.

Халăх театрĕн артисчĕсем В. Дергунов тăрăшнипе район, республика, Раççей шайĕнче те хăйĕн чысне хÿтĕленĕ, ырă ятсем çĕнсе илнĕ.

– Йывăр тăпру çăмăл пултăр, хисеплĕ çыннăмăр. Эсир нумай-нумай çул тăсса пынă ырă та пархатарлă ĕçĕре эпир малалла пурнăçлăпăр, – тенĕ артистсем хăйсен режиссерĕн ĕçне хак парса.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться