Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ эрнери ыйтусене çивĕчлетнĕ

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов Çĕнĕ çул хыççăнхи пĕрремĕш ĕç эрнине пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухнă. Паян хĕллехи автоçулсене кирлĕ пек пăхса тăрасси, вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасси, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, çитес çур акине хатĕрленесси кулленхи тĕп ыйтусем. Çак ĕçшĕн яваплă çынсен ăна çирĕп пăхăнмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2009
00:00
Поделиться