Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЗАГС пайĕн пĕлтĕрхи ĕç итогĕсем

Черетлĕ çулталăк хыçа юлчĕ. 2008 çулта район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 1497 тĕрлĕрен акт çыравĕ тунă. Çемье çулталăкĕнче 456 пепке çут тĕнчене килнĕ, 270 çамрăк мăшăр çемье çавăрнă, 613 çын пурнăçран уйрăлнă, 106 çемье вара тĕрлĕрен сăлтавпа арканнă, 34 ачана усрава илнĕ, 18 çын хăйĕн ятне улăштарнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан иртнĕ çула тухăçлах тееймĕн. Пĕлтĕр 39 ача сахалтарах çуралнă, 82 çемье сахалтарах чăмăртаннă, çав вăхăтрах 55 çын ытларах вилнĕ.

Çут тĕнчене килнĕ çылăхсăр чунсенчен 233-шĕ пулас пăхаттирсем, 223-шĕ вара пулас чиперккесем. 188 çемьере пĕрремĕш, 159-шĕнче иккĕмĕш, 87-шĕнче виççĕмĕш ача çуралнă. 2008 çулăн хăйне евĕр палли – Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ултă çемьере йĕкĕреш пепке хутшăнни.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться