Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вун саккăр тултарман пулсан

Сан мар сăра курки, ан ман! Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисен комиссийĕн ларăвĕ кашнийĕнчех хĕрÿ те çивĕч калаçупа иртет. Хальхинче те район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р.Селиванов ларăва ертсе пынă май йĕрке хуралçисем çул çитмен ачапа е вĕсен ашшĕ-амă-шĕпе пуçарнă административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă кашни ĕçе тĕплĕн тишкерчĕ, комисси членĕсемпе сÿтсе яврĕ.

Ларура çул çитменнисемпе çыхăннă вун ултă ĕç пăхса тухрĕç. “Паттăрсем” тĕрлĕрен шкултан, ялтан. Еншикрен те, Сăкăтран та, Анат Туçаран та пур. 15-16 çулсенчи ачасем айванла ăспа, ăнланса е ăнланмасăрах, саккуна пĕлсе е пĕлмесĕрех обществăлла вырăнта сăра-эрех ĕçсе хăйсене кирлĕ пек тытма пĕлменнисем. Турхан тăрăхĕнчи ялсенчен пуçтарăннă çап-çамрăк ачасем вара сĕтел хушшине тутлă чей мар, шурă эрех ĕçме ятарласа пуçтарăнни комисси членĕсене те, ларăва хутшăннă ытти яваплă çынсене те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Аслă класра вĕренекен Гавриловăн çуралнă кунне паллă тума унăн юлташĕсем 8-9 çын та пуçтарăннă. (Вĕсем хушшинче икĕ хĕр ача). Хĕллехи сивĕ вăхăтра каçхине тăхăр сехетре çутă юпи айĕнче е пÿрт кĕтессинче çеç çуралнă çынна вĕсем ăшă сăмахсем каласа саламламан. Ăçта хÿтлĕх тупмалла; Çакскерсем ку ыйтуран проблема туса хуман. Эрнекун каçхине Тури Тăрмăш культура çурчĕн заведующийĕнчен çăра уççине кайса илнĕ те унта çур çĕр иртичченех савăннă. Районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем çирĕплетнĕ тата çак ĕçе тăрă шыв çине кăларнă тăрăх, хăш-пĕр шкул ачисем ÿсĕрĕличченех ĕçни паллă. Ара, çамрăк организма нумай эрех кирлĕ-им; Хăнăхманскерсене, черченскерсене шурă наркăмăш тÿрех хавшатса, вăйсăрлатса, хăшĕсене усаллатса янă.

Чи хăрушшине вара тата маларах асăнмаллаччĕ. Шкулта вĕренекен ывăл ачине çуралнă кун тума амăшĕ хăй аллипе çур литр шурă эрех тыттарса кăларса янă. Çак ĕç вара комиссинче ларакансен никамăн пуçне вырнаçмарĕ. Ачине ырă канаш, сĕнÿ парас, уроксемпе нумайтарах вăхăт ларма хушас, усăллă ĕçе явăçтарас вырăнне амăшĕ тунă усал утăм тăван ачине преступлени çулĕ çине тăма пÿрнепе тĕллесе кăтартниех. 18 çул тултарман ачасем обществăлла вырăнта спирт тытăмлă эрех-сăра ĕçсе хăйсене ирĕккĕн, кирлĕ пек тытманшăн Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.21 статйипе килĕшÿллĕн – ашшĕ-амăшĕ айăплă. Вăл çапла янăрать: “Статья 20.21. Появление в общественных местах в состоянии опьянения.

Появление на улицах, стадионах, в скверах, парках, в транспортном средстве общего пользования, в других общественных местах в состоянии опьянения, оскорбляющем человеческое достоинство и общественную нравственность, – влечет наложение административного штрафа в размере от ста до пятисот рублей или административный арест на срок до пятнадцати суток”. Апла пулсан çак тĕслĕхре те ашшĕ-амăшĕ ачасене кирлĕ пек воспитани парса çитерейменни курăнать. Культура çурчĕсем вара çамрăксемшĕн нихăçан та эрех-сăра ĕçмелли хăтлăх пулмалла мар. Ун вырăнне çак вучахра çул çитмен ачасене пуçтарса наркомани, ĕçкĕ-çикĕ сиенĕ, вăрă-хурах çул-йĕрĕн хăрушлăхĕ пирки профилактика ĕçĕ ирттерсе калаçу йĕркеленĕ пулсан, пуриншĕн те темиçе хут усăллăрахчĕ.

Комисси ларăвĕнче çак усал ĕçе явăçнă кашни ачанах саккунпа килĕшÿллĕн 500-шер тенкĕ штраф пачĕç. Акă мĕн хака ларчĕ вĕсен çуралнă кунĕ! Ĕçлемен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕнех штрафне тÿлеме тивет.

Комисси членĕ, районти врач-нарколог Н.Надина çак ачасене пурне те вăхăтлăха наркологи кабинетĕнче шута илесси пирки каларĕ. Урăхла каласан ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен пичĕсене вараларĕç.

– Кирек мĕнле ачана та мул париччен чăн малтан ăс пама хушнă. Çавăнпа та кашни çул çитмен ачашăн килте ашшĕ-амăшĕ, шкулта, обществăлла вырăнта учительсемпе обществăлла воспитательсем яваплă. Çул çитмен ачасем преступлени ан туччăр тесе тĕллевлĕ калаçусем ирттермелле, ашшĕ-амăшне те пухусенче кирлĕ саккунсемпе ытларах паллаштармалла, – çивĕчлетрĕ юлашкинчен комисси председателĕ Р.Селиванов кун йĕркинчи ыйтусене пĕтĕмлетсе.

Комисси ларăвĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ С.Кальметов, Ишлĕ шкулĕнчи обществăлла воспитатель Л.Владимирова çул çитмен çамрăксемпе вырăнта мĕнле ĕçлени пирки тухса каларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться