Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШЫВРА ИШЕТПĕР – СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАТПĂР

Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттерсех тăраççĕ. Çав тĕллевпех “Паттăр” спорт комплексĕпе те усă кураççĕ.

Иртнĕ çулăн вĕçĕнче бассейн инструкторĕ В.Карягин пуçарнипе ачасем хушшинче шывра ишессипе ăмăрту пулчĕ. Вăл виçĕ ушкăнпа пычĕ.

Вăтам классем 25 метра ишрĕç. Кунта чемпион ятне А.Чумерин çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Д.Семеновпа В.Гордеев пайларĕç.

Тепĕр ушкăнрисем 50 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Пĕрремĕш вырăна Н.Баранов тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Д.Поляков, виççĕмĕшĕнче – Р.Царев.

Виççĕмĕш ушкăнри хĕрачасем 25 метра ишсе ăмăртрĕç. Кунта Я.Васюткина çĕнтерчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче Р.Филипповăпа А.Калмыкова.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться