Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккунлăх хуралĕ шанчăклă

1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша хăйĕн указĕпе прокуратура органне туса хума йышăннă. Çапла вара Раççейри прокуратура системи 287 çул пурăнать, ĕçлет.

Патăрьел районĕн прокуратури Раççей Федерацийĕнчи прокуратура органĕсен централизациленĕ системин структурин пĕр пайĕ пулса тăрать. Саккунлăха çирĕплетес, граждансен прависене хÿтĕлес, право йĕркине сыхлакан, хăйтытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăрас тĕлĕшпе вăл хăйĕн тÿпине хывать.

Хальхи вăхăтра пирĕн прокуратурăра çаксем вăй хураççĕ: прокурор çумĕ I класлă юрист В.Ягудин, прокурорăн аслă пулăшуçи юстицин кĕçĕн советникĕ В.Путяков, прокурор пулăшуçи Е.Иванова, 1-мĕш разрядри аслă специалист О.Юркина делопроизводитель, Н.Бородкин водитель, Л.Лисицына уборщица-курьер (ÿкерчĕкре).

Оперативлă ĕçченсен шучĕ пĕчĕк пулсан та (4 сотрудник) Патăрьел районĕн прокуратури саккунлăх хуралĕнче çирĕп те шанчăклă тăрать: граждансен саккунлă прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлет, преступлени тунисене патшалăх ячĕпе уголовлă йĕрлет, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем саккунпа пăхнă тивĕçĕсене пурнăçланине сăнаса пырать. Çавăн пекех следствире тăракан, тытса чарнă тата арестленĕ çынсен Конституци прависене пăхăннине те тĕрĕслетпĕр.

2008 çулта район прокуратури саккуна пăснă 1128 тĕслĕхе тишкерсе палăртнă. Саккунсăр 179 право актне протестленĕ, 323 представлени ярса панă, тĕрлĕ харпăрлăхри 238 должноçри çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă, 111 предприятипе организаци тата учреждени ертÿçине саккунсене туллин пурнăçламалли пирки аса илтернĕ. Административлă право йĕркине пăснăшăн район прокурорĕ 95 ĕç пуçарнă, пурне те тивĕçлипе айăпланă. 2008 çулта прокуратура районти судсене 3356 пин тенкĕлĕх 415 тавăç, ыйту тăратнă.

2008 çулта патшалăх социаллă инфратытăма аталантарассине тимлĕ пăхнă. Çакна вĕрентÿ, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес, сывлăх сыхлавĕ, агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе палăртнă наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн туса пынă. Вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă саккунсене пăхăнса тăнине тĕрĕслессине РФ прокуратура органĕсем çине хунă. Çак енсемпе ирттернĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче саккунсене 89 хут пăснине палăртнă, саккунсăр право акчĕсем пирки 20 протест, 28 представлени тăратнă, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе ирттернĕ тĕрĕслев хыççăн суда 350 пин тенкĕлĕх 40 тавăç тăратнă, пĕр уголовлă ĕç пуçарнă.

Экономикăри йывăр лару-тăру граждансен социаллă прависене хĕсĕр-лесси патне илсе пыма пултарасса асра тытса, прокуратура граждансен ĕçлев прависене хÿтĕлес енĕпе тата тимлĕрех ĕçлеме тытăнчĕ. Çынсене ĕçрен саккунсăр хăтарнă, организацие пĕ-тернĕ е штата чакарнă чухне ĕç килĕшĕвĕпе компенсаци, ĕçленĕшĕн шалу е саккунпа пăхнă ытти тÿлевсене паман тĕслĕхсене прокуратура çийĕнчех асăрхаса мерăсем йышăнать. Саккунсăр ĕçрен хăтарнисене вырăна каялла тавăрас, ирĕксĕр прогул тутарнăшăн мораль тĕ-лĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн компенсаци тÿлес енĕпе те прокуратура принциплă ĕçлет.

2008 çулта ĕçченсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе судсене 345 ыйту ярса панă е 1234 пин тенке яхăнлăх. Ертÿçĕсен ĕçлев ыйтăвĕпе çыхăннă сакккунсăр 22 актне протест парса пăрахăçлаттарнă. Ĕç паракан 9 ертÿçĕ пирки административлă ĕç пуçарса явап тыттарнă. Ĕçлев саккунĕсене пăснăшăн прокурор 21 представлени тăратнă, 6 ĕç паракана асăрхаттарнă.

Район прокуратури дознанипе следстви органĕсене те сăнавра тытать. 2008 çулта шалти ĕçсен пайĕн начальникне 18 представлени ярса панă. Вĕсем тăрăх шалĕçпайĕнчи 18 должноçри çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Прокуратура коррупцие хирĕç тăрассипе куллен ĕçлесе пырать. Ку енĕпе районти хăйтытăмлăх органĕсен, ял тăрăхĕсен право акчĕсем уйăхсерен тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Хальлĕхе коррупцие аталанма пулăшакан право акчĕсем çук-ха. Çапах та саккуна пăснă 29 тĕслĕхе тупса палăртнă, 6 уголовлă ĕç пуçарнă.

Район прокуратури малашне те граждансен саккунлă интересĕсене, прависемпе ирĕклĕхĕсене шанчăклăн хÿтĕлĕ. Патшалăх хÿтлĕхĕ кирлĕ çынсемшĕн прокуратура алăкĕсем яланах уçă. Раççей Федерацийĕн Конституцине, тĕрлĕ шайри саккунсене пурнăçласси мĕнле пынине малашне те çирĕп сăнавра тытăпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться