Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Манăçми ăсчахăмăр

Хирти Пикшикри вăтам шкулта иртнĕ çулăн вĕçĕнче хаклă хăнасем пулчĕç. Х.Миначев академик 100 çул тултарнă ятпа çыхăнчĕ çак уяв. Ученăй химикăн, Раççей наукăсен академийĕн чăн членĕн, Патшалăх преми лауреачĕн Хабиб Миначевичăн çывăх çыннисемпе Лидияпа Мария хĕрĕсене, ытти хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Г.Аликберовăпа Э.Маликова вĕренекенсем шкул музейĕнче экскурси ирттерчĕç. И.Хамдеев “Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм” электронлă презентаци кăтартрĕ. Ăна вăл хăех хатĕрленĕ.

Музейри чыслă хăнасен кĕнекине ăшă сăмахсем çырăнса юлчĕç.

Акт залĕнчи тĕл пулу тата çывăхлатрĕ. Сцена çинче Х.Миначевăн пысăк портречĕ. “Лайсен” тутар, “Мерчен” чăваш фольклор ансамблĕсем (ертÿçисем Д.Салахова, Л.Данилова) хăнасене концерт кăтартрĕç. Унтан аса илÿсем пуçланчĕç. Академик хĕрĕсем Хабиб Миначевич йĕркеллĕ, пысăк культурăллă, интеллигентлă, ăшă кăмăллă çын пулнине çирĕплетрĕç. Техника наукисен докторĕ А.Зиатдинов, гуманитари наукисен институчĕн директорĕ В.Григорьев, ыттисем ентешĕн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене асăнчĕç.

М.Калмыков хăнасене наци тутăрĕсене парнелерĕ. Х.Миначев хĕрĕсене ялăн хисеплĕ çыннине илни çинчен пĕлтерчĕ.

Хабиб Миначевичăн тăванĕсем пур ялта. Вĕсен ячĕпе Р.Хамдеев сăмах илчĕ.

Тĕл пулу Пикшик çĕрĕ ăста çынсемпе пуян пулнине, вĕсемпе мухтанма пултарнине çирĕплетрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться