Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăр атлетсен ăмăртăвĕ

Ача-пăча спорт шкулĕ Алманчă шкулĕн спорт залĕнче йывăр атлетсен ăмăртăвне ирттерчĕ. Унта 48 çамрăк штангист вăй виçрĕ. Ăмăртăва хальхинче хĕр ачасем те хутшăнчĕç. Алманчă шкулĕнчен 13 призер (тренерĕ – Н.Зимин), Нăрваш Шăхаль шкулĕнчен 6 призер (тренерĕ – А.Давыдов), Патăрьел командинчен 3 призер наградăсене тивĕçрĕç.

Ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме спонсорсем пулăшрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться