Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешсен çитĕнĕвĕпе савăнатпăр

Раштав умĕн Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Олимп балĕ иртнĕ. Йĕкехÿре çулне пĕтĕмлетнĕ май çитĕнÿ тунă чи ăста спортсменсене сумлă лару-тăрура чысланă.

Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă спортсменсем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ÿссе çитĕннисем те пур. “Чи ăста спортсмен – 2008” номинацире Нăрваш Шăхаль пики Ирина Калентьева (маунтинбайк), “Ылтăн резерв – 2008” номинацире Треньел хĕрĕ Ирина Юманова (хăвăрт утасси), Ыхра Çырминчи Эльза Тазетдинова (ирĕклĕ майпа кĕрешесси) лауреат ятне тивĕçнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться