Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

45 çултан – çуралнă çĕр-шывра

1963 çулта Чăваш Енрен Çĕпĕре куçса каясси анлăн сарăлнăччĕ. Çавсен шутĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнчен Аслă вăрçă инваличĕ Антон Михайлов çемйи те пурччĕ.

Çемьере 6 ача пулсан та Антун вĕсемпе вăрăм çула тухрĕ. Çапла вара вĕсем Иркутск облаçĕнче Куйтун районĕнчи Тулюшка ялĕнче тĕпленнĕ. Кунтан кайнисене çурт-йĕр, тырă-пулă, выльăх-чĕрлĕх, вăл шутра ĕне те панă. Пурне те ĕçе вырнаçтарнă. Кунта ял çывăхĕнчех вăрман, çаран пулнă. Анна Михайлова пăрусем пăхма тытăннă, çак ĕçре мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă. Ачисене хăйпе пĕрле ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ Анна Андреевна 87 çулта. Çапах та, ывăлĕ каланă тăрăх, куçлăхсăрах хаçат-журнал, кĕнеке вулать, чăлха-нуски çыхать. Кунта чăвашсем чылайăн пурăнаççĕ, пĕрле пуçтарăнса калаçаççĕ, уявсене пĕрле ирттереççĕ.

Çак кунсенче пирĕн пата унăн ывăлĕ Василий килсе 4-5 кун пурăнчĕ. Вăл та пĕр вырăс сăмахĕ кăлармасăр чăвашла калаçать. Василий Антонович халĕ 50 çулта. Кунтан кайнă чухне вăл 5 çулта пулнă. Кÿршĕре пĕрле ÿснĕ тантăшĕсене аса илет, шел, хăшĕ-пĕри пирĕнпе çук ĕнтĕ.

Эпĕ ăна ял урамĕсемпе илсе çÿрерĕм, палăксемпе, обществăллă вырăнсемпе, пĕвесемпе паллаштартăм. Ял вĕсем кайнăранпа тĕпрен çĕнелнине 50-60-мĕш çулсенче ÿкернĕ сăн ÿкер-чĕксемпе çирĕплетрĕм. Тăван колхоз районта, республикăра малтисен шутĕнче пулнине, ял халăхĕ тулăх пурнăçпа пурăннине пĕлтертĕм. Курса çÿренĕ вăхăтра Василий чылай сăн ÿкерчĕк турĕ, амăшне, ялтан кайнисене кăтартма пулчĕ. Сăмах май пирĕн урамра пурăннă, Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă, йышлă ача-пăчаллă Максим Лукиянов, 93 çула çитнĕскер, чиперех çÿрет, паян та чĕлĕм туртать.

Василий Тулушка ялĕнчех 10 çул вĕреннĕ. Çак хушăрах кану вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ, 1976 çулта Совет çарне кайнă. Служба унăн Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Тинĕс-çар службинче иртнĕ. Кунта вăл кок пулнă, команда членĕсене тутлă апатпа тивĕçтернĕ, хăй ĕçне юратса, пĕлсе, вăхăтра, пахалăхлă пурнăçланипе палăрса тăнă. Уншăн чылай тав сăмахĕ, Хисеп хутне тивĕçнĕ. Çавăнпа 3 çула тăсăлнă служба сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Çартан таврăнсан Иркутск хулинчи вăрман техникумне вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтерсе, техник-лесовод дипломне илет. Çак специальноçпа 3 çул вăй хурать. Çемье Зима хулине куçнă май ку ĕçе пăрахса чукун çул çинче ĕçлеме тытăнать. Вăл çак ĕçре 20 çул вăй хурать ĕнтĕ. Ахаль рабочинчен пуçласа диспетчер-мастер таран ÿсет. Ку ĕçре пысăк ответлăхпа ĕçлемелле, ĕçе пĕлсе, вăхăтра пурнăçламалла. Вĕсене чыслăн пурнăçлать Василий Антонович. Çавăнпа ăна коллективра хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Кунта килсе кайма та ăна тÿлевсĕр билетпа тивĕçтернĕ.

Василий пурин валли те парнесем илсе килнĕ. Эпир те парăмра юлмарăмăр. Амăшĕн ыйтăвне тивĕçтерсе Анна Матвеевна Григорьева чăваш кĕпипе саппунне парса ячĕ. Çул çÿревпе кăмăллă пулнине палăртса вăл пире тата тăванĕсемпе тантăшĕсене тав турĕ. Тата килсе çÿрĕр тесе ăсатрăмăр аякран килнĕ хăнана.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться