Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çыннăн ĕçпе çыхăнмалла

Кашни çын хăй çуралнинчен шутласан тĕрлĕ вăхăтра ÿссе çитĕнет. Унăн пурнăçĕ çут çанталăкра пулса иртекен пулăмсемпе пĕрех тесен те юрать пулĕ. Çумăр çăвать-и, уçă çил вĕрет, хĕл кунĕнче сивви, çулла шăрăхĕ пулать. Пурнăçра йывăр та, хуйхă-суйхăллă, савăнăçлă кунсем те черетленеççĕ, вĕсенчен вăл иртеймест. Çак йывăрлăхсене çĕнтерсе çын хăйĕн телейне ĕçре тупать. Ĕлĕкрех ачасене çамрăклах ĕçлеме хăнăхтарнă: купăста шăварма, çум курăк çумлама ватăрах çынсемпе пĕрле явăçтарнă. Авăн çапнă вăхăтра кĕлте сĕтĕрттернĕ. Сахал тÿленĕ пулсан та ватти-вĕтти ĕçпе тивĕçнĕ, çамрăксен хушшинче пурнăç савăнăçлă иртнĕ.

Арçын ачасем вăкăрсемпе, лашапа тислĕк тăкнă, кĕлте турттарнă. Тырă çапакан молотилкăсем çитменнине пула пăрçана йĕтем çинче ашăм тунă. Ăна лашасемпе аштарнă çĕрте утсене хăваланă.

Хальхи вăхăтра ял пурнăçĕ урăхрах. Кашни хуçалăхăн хирте уйăрса панă çĕрĕ пур, анкарти хыçĕнче – пахчи. Çак участоксенче халăх сухан-севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми тата ытти культурăсем туса илсе патшалăха сутать, хуçалăха тытса пыма укçа-тенкĕ тăвать. Паллах, туса илекен продукцисен хакĕсем халăха тивĕçтереймеççĕ, апла пулсан та чăтмалăх пур. Çакăн пек условисем пулсан та хăш-пĕр çынсем ĕç çук тесе калама пăхаççĕ. Ĕçлес текен валли ĕçĕ яланах пур, унăн канса ларма вăхăчĕ те çук, укçи-тенки те сыпăнса пырать. Сăлтав шыраса ĕçсе, картла выляса çÿрени çитĕнсе çитнĕ çынна чыс кÿмест. Уйрăм çынсем патĕнче ĕçленипе малалла каяймăн. Çав вăхăтрах çурт та, хапха та, лупас-сарай та кивелеççĕ, пурăнма юрăхсăра тухаççĕ, çĕнĕрен тумалла. Çак ыйтусем пирки паян шухăшламалла. Шăрчăк пурнăçĕ пек сиксе ан тухтăрччĕ пурнăçра.

Маттур, пултаруллă çамрăксем Мускава, Хусана, Санкт-Петербурга тата ытти пысăк хуласене кайса ĕçлесе çăмăл машинăсем туянаççĕ, çурт-йĕрне паянхи кун ыйтнă пек туса лартаççĕ.

Пысăк хуласене пур çамрăк та каяймĕ, ыттисен ялта ĕçлеме тивет, вырăнта та Мускав укçи шайне илме пулать.

Çĕр пур пурин те. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ утă-улăм хатĕрлеме пулать. Паян 1 литр сĕт 8 тенкĕ, сысна, ĕне, пăру, сурăх ашĕсем 150-250 тенкĕпе сутăнаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх, сысна усрамалла, миçе пуç тытассине çемьепе канашламалла. Çакăнта пулать те ĕнтĕ укçа çăл куçĕ, çемьери вăйпиттисем валли кашни кунхи ĕç пур. Урамсенче вара тĕллевсĕр çÿрекен çынсем те пулмĕç, районта преступлени шайĕ те чакĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться