Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăксен çулталăкне Шăнкăртамсемпе Ыхра Çырмисем пуçланă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ кăçалхи Вăкăр çулне çамрăксене халалларĕ. Çакă, паллах, çитĕнекен ăрăва хастар та пултаруллă пулма, ĕçре çитĕнÿ тума хавхалантарĕ.

Пирĕн районта çамрăксен çулталăкĕнче чи пĕрремĕш утăм тăвакансем Шăнкăртамсемпе Ыхра Çырмисем пулчĕç. Январĕн 3-мĕшĕнче çак ялсенчи Ильдус Шарафутдиновпа Ильнара Абдулвалеева, Илнур Карнеевпа Гелназ Ялюкова (Каçал тăрăхĕнчен) çемье çавăрни çинчен ĕнентерекен свидетельствăсене алла илчĕç. Кирек мĕнле ĕçре те пĕрремĕш те, кăтартуллă пулма та çăмăл мар. Çавăнпа та Шарафутдиновсемпе Карнеевсем çăмăл алăллă пулччăрах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2009
00:00
Поделиться