Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăхлă ÿсес тесен

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче “Физкультурăпа спорта çĕр-шыври граждансен 15 проценчĕ çеç явăçать, çакă çителĕксĕр”, – тенĕччĕ. Ку енĕпе ĕçе вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăйлатма кирлине палăртнăччĕ. Хусканусем сахал тунăран, компьютер умĕнче ытларах ларнăран ачасен сывлăхĕ хавшать те. Çакна шута илсе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе кĕçĕн класран пуçласах физкультура урокĕсене çĕнĕ программăпа тата методика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Тĕрĕс апатланни те сывлăха тĕреклетме пулăшать. Шкулта кирлĕ микроэлементсемлĕ йодланă таса шыв та пур. Тренажер залĕ ĕçлет. Каникул вăхăтĕнче ачасем “Сывлăх хули” лагере çÿрерĕç.

Вĕренекенсене сывлăха çирĕплетес ĕçе явăçтарасси учительтен ытларах килет. Çавăнпа вĕсен ку енĕпе кăтартуллă пулмалла. Кĕçĕн классене вĕрентекенсене сывлăха çирĕплетмелли технологисене кăтартса шкул дирекцийĕ тата ЛФК учителĕ Л.Урукова уçă уроксем ирттерчĕç. С.Урукова учительница А.Стрельникова тĕслĕхĕпе ĕçлет.

Урок вăхăтĕнче вĕрентекенсем вăйă саманчĕсем кĕртеççĕ. Ывăннине ирттермелли, куçа кантармалли, тÿрĕ те тĕрĕс лармалли хусканусем туни кăмăла çĕклетех. Вĕсене санитарипе гигиена нормисемпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. А.Михайлова, Г.Краснова, М.Федорова, Л.Максимова, Н.Емелина учительницăсем сывлăха çирĕплетме пулăшакан мĕн пур майсемпе кирлĕ пек усă кураççĕ.

Çамрăксем сиенлĕ йăласене хăнăхасран асăрхаттарса калаçусем ирттерсех тăраççĕ. Тĕрлĕ темăпа пресс-конференцисем йĕркелени, рефератсем çырни, докладсене хатĕрленни те усăллă.

Уроксенче ачасен нумай çырмалла, вуламалла, калаçмалла, итлемелле, информацие тишкермелле. Çавăнпа та учителĕн сывлăха хÿтĕлеме май паракан технологисем çине тимлĕх уйăрмаллах.

Урока йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене ывăнасран хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, вулама, çырма, ыйтусене хуравлама хăнăхтармалла. Пуç мимине кантаракан элементсем те кирлех. Çÿлерех асăннисене пурне те пурнăçа кĕртсе пыни урокра паракан пĕлĕве çăмăллăн алла илме, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ те.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться