Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăра алкоголизмĕ

Çул çитменнисемпе ĕçлекен районти комисси ларăвĕнче çитĕнекен ăру обществăлла вырăнта пĕр хутчен çеç мар алкоголь шĕвекĕ тутаннă тĕслĕхе пăхса тухнă. Калаçуран çакă палăрать: каччăсемпе хĕрсен шутне çитсе пыракансем сăра юратаççĕ иккен. Çакă сиен кÿмест тесе шутлаççĕ. Анчах йăнăшаççĕ. Унра та алкоголь пур. Тăтăш е вăрах вăхăт сăра ĕçекен çамрăксен сăра алкоголизмĕ аталанать. Ун пек чухне ăс-тăн шайĕ чакать, çитĕнекен ăру хăй ÿсĕмĕнчисенчен психика аталанăвĕпе юлать.

Алкоголь çын организмĕнчен икĕ эрнесĕр тухса пĕтмест. Çитĕннĕ ачасен ытларах пайĕ шăпах икĕ эрнере пĕр хутчен пулсан та сăра е эрех ĕçет. Çавна май вĕсен организмĕ тасалса та ĕлкĕреймест. Интоксикаци аталаннă май органсене сиенлет. Чĕрере çитменлĕх палăрать. Сахăр диабечĕ аталанма пултарать. Пĕвер сиенленет. Сăра ар органĕсен аталанăвне витĕм кÿрет. Çитĕннĕ çынсем алкоголе хирĕç 10 çул кĕрешме пултараççĕ. Çамрăксен организмĕ вара çулталăк çурăрах парăнать.

Статистика кăтартăвĕсем арçын ачасен 70 проценчĕ, хĕрачасен 81, 4 проценчĕ сăра ĕçме хирĕçлеменнине çирĕплетеççĕ. Пулас ача амăшĕсем сăра куркине шкулпа сывпуллашнă чухне тата ытларах алла тытаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çирĕплĕхĕ те кирлĕ кунта. Ачасем çемьере çитĕнеççĕ-çке. Дискотекăран хĕрĕнкĕ таврăнакансене “сисмесĕрех” юлаççĕ вĕсем. Çăмăлттайлăхпа çитĕнекен ăру тĕрĕс мар çул çине тăрасран асăрхамаççĕ. Камран ыйтмалла-ха кун пек чухне; Ачасене шĕвек сиенĕ çинчен тĕплĕн ăнлантармалла. Сăра-эрех сывлăха хавшатнине ĕнентермеллех. Çитĕнекен ăру çак сиенлĕ йăлана хирĕç тăма пултарайтăр. Ушкăнра эрех ĕçме сĕнекенсене йăнăш утăм тăвасран асăрхаттартăр. Çакăн чухне аслисен ăнлантарăвĕ те вырăнлă пулатех.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться