Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр уйăхра – икĕ ылтăн туй

Раштав типпи пуçланнă май, православи тĕнне хисеп тăвакансем чылайăшĕ туй-çуй ирттерессине тăхтаса тăрĕç. Кунсăр пуçне те Сăкăтра туй кунĕпе çыхăннă пысăк юбилей пур. Декабрĕн пуçламăшĕнче ялти хисеплĕ Иван Васильевич Волковпа Антонина Васильевна Галкина, Михаил Федорович Туктинпа Зоя Куприяновна Турбанешева çемье чăмăртанăранпа аллă çул çитет. Çур ĕмĕр каялла çак ялти икĕ çамрăк мăшăра 21 тата 22-мĕш номерĕ мăшăрлану хутне тыттарнă. Ылтăн туй Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ят панă Çемье çулталăкĕпе тÿр килни хăй те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăшăрсене бриллиант туйччен пурăнма çирĕп сывлăх çеç пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться