Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхшăн кирлĕ ыйтусемпе

Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕ яланхи пекех халăха кирлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕ. Вунна яхăн пулчĕç вĕсем кун йĕркинче. Чи пĕлтерĕшли – Патăрьел ял тăрăхĕнче налук пухассине йĕркелемелли Положени пирки.

Ĕçлĕ калаçусем хыççăн депутатсем çĕр налукне кадастрти хакăн 0, 1 проценчĕ чухлĕ çирĕплетрĕç. Урăхла каласан налук калăпăшĕ 2008 çулхи шайрах пулать. Пуху сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, райадминистраци объекчĕсем валли паракан налук çăмăллăхĕсене пĕтерчĕ, суту-илÿ, обществăллă апатлану, йăла тивĕçтерĕвĕн объекчĕсем валли налук калăпăшне ÿстерчĕ. Çакăн тĕллевĕ – çĕр хуçисене панă çĕрпе тухăçлăрах усă куртарасси. Ытти çĕр хуçисем валли налук 2008 çулхи шайрах юлать.

Депутатсен Пухăвĕ 2008 çулхи бюджета улшăнусемпе хушусем кĕртрĕ, коррупципе кĕрешес енĕпе тивĕçлĕ йышăну турĕ.

Ларура Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхне палăртма суйлав ирттерес пирки те ыйту пăхса тухрĕç, мĕншĕн тесен пĕр тапхăр ял тăрăх пуçлăхĕн ĕçне икĕ çын туса пынă. Депутатсем укçа-тенкĕ перекетлес тĕллевпе суйлав ирттерес мар, ял тăрăх пуçлăхĕ пулма маларах суйланă А.Ф. Ялукова шанас тесе йышăнчĕç.

Пухура 2008-2009 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ирттерес пирки те сÿтсе яврĕç. Ку тĕллевпе “Уют” пĕрлешÿ представителĕн В.Данилован тата “Батыревское ЖКХ” пĕрлешÿ директорĕн Ю.Елистратовăн информацийĕсене итлерĕç. Кăçалхи ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ 26 çуртран 5-шĕ хутăнман. Депутатсем хваттерсенчи ăшша 18 градусран чакармалла марри, “Туслăх” урамри 18-мĕш çурта газпа ăшăтмалла тăвасси çинчен асăрхаттарса йышăну турĕç.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ Патăрьел ял тăрăхĕпе Патăрьел район администрацийĕн çĕрĕсене чикĕлес пирки те сÿтсе яврĕ.

Депутатсем ял тăрăх Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртес пирки тивĕçлĕ йышăну турĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться