Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ертÿçĕсем саккуна пăхăнасшăн мар

Раççей Федерацийĕн “Санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ” саккунри 34-мĕш статьяпа килĕшÿллĕн, ял хуçалăхĕнче сиенлĕ ĕç вырăнĕнче вăй хуракансен сывлăхне çулталăкне пĕр хутчен тĕрĕслеттермелле. Районти Роспотребнадзорăн территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх хуçалăх ертÿçисем сиенлĕ ĕç вырăнĕнче ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, механизаторсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине вăхăтра йĕркелемеççĕ. Кăçалхи 11 уйăхра “Батыревское” хупă акционерла обществăра, “Труд” хуçалăхра, улма-çырла питомникĕнче вăй хуракансем çеç медицина тĕрĕслевĕнче пулнă. Ыттисем вара çак ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелемен. Çавăнпах ĕнтĕ сывлăха тĕрĕслеттерекенсен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан нумай чакнă. “Чăваш Республикинче ĕçе сыхласси çинчен” саккун предприятисемпе учрежденисенче ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене тимлĕн пăхма, професси чирĕсене чакарма хистет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться