Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ДРСУ грейдерисчĕсен хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ

Иртнĕ эрне варринче тĕп хуламăрта тăруках темиçе кун çумалли юр пĕр кунта урамсене тултарса хунă. Эрне вĕçĕнче пирĕн тăрăхри çĕр пичĕ те “асаннен кăпăшка шурă тутăрĕпе” витĕнчĕ. Çак куна никамран малтан ДРСУ грейдерисчĕсем кĕтсе, хатĕрленсе тăнă. Эрнекун ирпе-ирех вĕсем кăçалхи хĕллехи сезона пуçланă, çулсене юртан тасатма тухнă. Çул-йĕр участокĕн кантурĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хĕл кунĕсенче ку тĕлĕшпе нимĕнле чăрмав та пулмалла мар: техника çителĕклĕ, ĕç кадрĕ шанчăклă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться