Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депрессисен сезонĕ

Урамра хĕвел çук чухне тата çумăр е юр çунă вăхăтра темшĕн выртса кăна тăрас килет, ниçта та тухас килмест. Çакă вăл – кун кĕскелнипе çыхăннă – кăмăл пăсăлать, ĕç патне алă пымасть, никампа та калаçас килмест, ыйхă çухалать. Çакă вăрăма тăсăлчĕ пулсан, хăвăра хăвăр алла илеймесен депресси çинчен калаçма вăхăт.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, тĕнчере кашни 10-мĕш çын депресси лару-тăрăвне çулталăкра пĕр хут кĕрсе ÿкет. Çак чирпе хĕрарăмсем арçынсенчен 2-3 хут ытларах чирлеççĕ. Арçынсем вара хăйсене йывăр пулсан та пулăшу ыйтма васкамаççĕ, врачсем патне кайма аванмарланаççĕ.

Хĕрарăмсем чире çăмăлрах ирттерме пултараççĕ. Йĕрсе кăлараççĕ. Эмелсем те ытларах ĕçеççĕ. Депресси чухне ытларах ирхине питĕ йывăр. Вăй çук, апат анмасть, чĕре хăвăрт тапать, çын хăйне хăй тарăхать, ыйхă çĕтет, юн пусăмĕ хăпарать, чакать. Çакăн пек вăхăтра чи кирли – ыйха лайăхлатни. Малтанах пустырник, валерианка настойĕсем ĕçсе пăхмалла. Çывăрмалли эмелсем депрессине ирттереймеççĕ.

Енчен те сире йывăр, нимĕн те пулăшмасть пулсан специалистсем патне больницăна каймалла. Пĕччен, эмелсем ĕçмесĕр сипленме питĕ йывăр. Эмелсене мĕнле ĕçмеллине врачпа канашламалла. Унăн сĕнĕвĕсене пурнăçлани çеç чиртен хăтарĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться