Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиртен сыхланни те кирлĕ

Сывлăш пÿлĕннипе чирлекенсен кунне вуннăмĕш çул паллă турĕç. Ăна вĕсем патне тимлĕх уйăрас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Сывлăш çулĕн астми – чи сарăлнă аллерги чирĕсенчен пĕри. Вăл сывлăха хавшатать, сайра чухне инвалида кăларать. Официаллă кăтартусем тăрăх паянхи куна тĕнчере 300 миллион ытла астматик шутланса тăрать. Вĕсенчен 8-пинĕшĕ – республикăра. Çав шутран 300-шĕ ачасем.

Сывлăш çулĕпе чирлекенсен йышĕ çулран-çул ÿсет. Çамрăкла аптракансем пурри вара шухăша яратех. Хальхи вăхăтра республикăра çак чирпе чирлекенсен регистрне тунă, унта вĕсене мĕнпе сиплени те паллă.

Республикăра астма-шкул ĕçлет. Унта çÿрекенсем хăйсене хăйсем те сипленме хăнăхаççĕ, пĕрремĕш пулăшу пама пĕлеççĕ.

Сывлăш çулĕн астми ăруран ăрăва та куçма пултарать енчен те аслаçăр-асаннĕрĕн ун пекки пулнă пулсан. Вăл вăрăма тăсăлакан аллергиллĕ чир. Çавăнпа та çуртра пирус тĕтĕмĕ, тусан ан пултăр тесе тăрăшмалла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, чечексем ÿстерни те вырăнлах мар.

Ÿсен-тăран тусанне туятăр пулсан, типĕ те çиллĕ вăхăтра урамра сахалрах пулăр. Çуртри кавирсем, гобеленсем, хулăн карăсем, çемçе теттесем, кĕнеке çÿлĕкĕсем тата ыттисем те тусан пуххисем. Вĕсенчен те хăтăлма тăрăшмалла. Пурăнакан пÿлĕме уçăлтарсах тăмалла. Тĕк минтерсене урăххисемпе улăштармалла. Ятарлă лавккасенче халĕ вырăн-çитар таврашĕ валли юрăхлă çитĕсем сутаççĕ. Сăвăссене пуçтаракан пылесоссем те пур.

Чиртен сыхланас тесен врач хушнă эмелсемпе усă курмалла, çÿлерех асăннисене пурнăçламалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться