Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ан турт, Ваççа чĕлĕмне..

Пирус туртни чылай органа рак чирне яма пултарать. Ÿпке, аялти тута, чĕлхе, пыр, апат хуранĕ тата ыттисем те тĕтĕме пула сиенленеççĕ. Айăпĕ вара пирус тĕтĕмĕнчи канцерогенлă хутăшра.

Çавна пулах ÿпке чирĕсемпе асапланакансен хисепĕ пысăк. Кăçалхи 10 уйăхра ку енĕпе районта 16 çын чирленĕ, вĕсенчен виççĕшĕ – хĕрарăм. Туртакансен стажĕ пысăк. Врач патне пынă пациентсен 85-90 проценчĕн чирĕ III-IV стадине çитнĕ. Ун чухне ăна пулăшу пама та йывăр. Операци туса çăлса хăварма çук. Сиплеме тăрăшнисенчен саккăрăшĕ çулталăк е унран ытларах чиперех пурăнаççĕ-ха. Иккĕшĕ 5 çул ытла сывлăхпа çÿреççĕ. Ыттисем пурнăçран уйрăлнă.

Ÿпке ракĕпе чирлисен вăтам çулĕ 63-пе танлашать. Апла пулсан, 60 çултан иртнисен ытларах асăрхануллă пулмалла. Чиртен мĕнле сыхланмалла-ха; Пирус туртма чарăнмалла, ăна пачах та хăнăхмалла мар. Сиенлĕ ĕç факторĕсенчен (сăрăпа усă курасси, юсав мастерскойĕнче вăй хурасси, сваркăпа ĕçлесси, тусанран) хăтăлмалла.

Çулленех флюорографи витĕр тухмалла. Çакă тивĕçлĕ канăва тухакансене те пырса тиветех. Ÿпке ракĕ унта палăрмасса та пултарать. Çакăн пек чухне фибробронхоскопи тумалла. Ун пек аппарат республика больницинче пур.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться