Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача амăшĕсене халалланă кун

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центрта Ача амăшĕсене халалласа пысăк уяв ирттернĕ. Унта районти ял тăрăхĕсенчи нумай ачаллă амăшĕсене йыхравланă.

Тĕл пулăва районти социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Ф.Майорова уçнă, пурне те Ача амăшĕсен кунĕ ячĕпе саламланă, нумай ачаллă амăшĕсене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарнă. Хăнасене халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центр директорĕ Т.Малинина, “Родник” реабилитаци центрĕн заведующийĕ Д.Гайнуллина саламланă, кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

Амăшĕсем хăйсене халалланă ÿкерчĕксен, кĕнекесен куравĕпе паллашнă, ăшă юрă саламне итлесе савăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться