Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çавăн чухне кăна ÿсĕм пулĕ

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавра “Единая Россия” политика партийĕн вуннăмĕш съезчĕ иртрĕ. Вăл пурнăçлама тĕллев тытнă “Стратеги – 2020”, урăхла каласан “Путин Планĕ”: кулленхи тĕп задачăсенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ. “Единая Россия” лидерĕ Владимир Путин хăйĕн докладĕнче партипе Раççей Правительстви пурнăçлакан мерăсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. “Пирĕн тĕп тĕллев, – терĕ Владимир Владимирович, – çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Бюджетниксен шалăвĕ, пенси, пособи – эпир вĕсене малашне те вăхăтра тÿлесе тăрăпăр, социаллă гаранти тытăмĕ те йĕркеллĕ ĕçлĕ”.

Чăваш Республикин Президенчĕ, “Единая Россия” партин Аслă Канаш членĕ, съезд делегачĕ Николай Федоров съезд ĕçне çапла хакларĕ:

–Эпир кашни кунах Раççей Президенчĕпе, Правительство Председателĕпе, унăн çумĕсемпе, федераци министрĕсемпе хутшăнатпăр. Правительство Председателĕн, “Единая Россия” парти лидерĕн сăмахĕнче, çав шутра хамăр промышленноçа, ял хуçалăхне, строительствăна пулăшас тĕлĕшпе пуçарнă калаçусен пĕтĕмлетĕвĕ те. Ку, çавăн пекех, çĕр-шыв ертÿçи тата “Единая Россия” парти лидерĕ Чăваш Республикинчи тĕрлĕ отрасльти предприятисен ĕçне сăнаса, пĕлсе тăни те. Докладра асăннă мерăсем – питĕ çивĕч, питĕ кирлĕ, вĕсем хăйĕн çимĕçне памаллах.

Раççей экономики çут çанталăк пурлăхĕ çинче никĕсленет: çĕр-шыв бюджечĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕ нефть тата газ шучĕпе йĕркеленет. Пирĕн патра, Чăваш Енре, асăннă пуянлăх çук. Апла тăк Раççей экономикин тăкакĕсене эпир тÿсместпĕр. Анчах пирĕн яллă вырăнсенчи “килти хушма хуçалăх” текен 38 пин çĕнĕ предприяти, официаллă чĕлхепе каласан, “аграри секторĕнчи хуçалăхăн пĕчĕк формисем”, хальтерех йĕркеленĕ пĕчĕк предприятисем пур. Çакă пирĕн патри 38 пин пĕчĕк предприяти çакăн евĕрлĕ формăсене йĕркелеме кирлĕ ытти регионтан нумайраххине пĕлтерет.

Эсир Раççей экономикинче диверсификаци енĕпе (ассортимента анлăлатни, предприяти кăларакан продукци тĕсне улăштарни. – Ред.) тата пĕчĕк предприятисем йĕркелес тĕлĕшпе малта пулнăран пире паракан çăмăллăхсемпе урăх регионсенчен лайăхрах усă курма пултарни çинчен те каласшăн. Çакăнта пирĕн вăй, çитĕнÿсен никĕсĕ тата шанăçĕ. Çакна çирĕплетекенни – Раççей Правительствин хальтерех иртнĕ ларăвĕнче пирĕн республикăн ĕç-хĕлне пысăк хак пани, унта Чăваш Ене 2007 çулта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче чи лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ регионсен йышне кĕртни.

–Николай Васильевич, тĕнчери экономикăпа финанс кризисне пăхмасăр амбициллĕ “Стратеги-2020” çаплипех кун йĕркинче пулни Сире тĕлĕнтермест-и;

– Çук, тĕлĕнтермест. Енчен те эпир стратегин палăртнă параметрĕсене пăхăнмасан спортри пекех нимĕнле кăтарту та пулмĕ. Результат паха пултăр тесен амбициллĕ тĕллев тытмалла. Шкулта вĕренекенсемпе тата студентсемпе тĕл пулнă чухне эпĕ вĕсене яланах енчен те лайăх специалист пулас, пурнăçра ÿсĕмсем тăвас тетĕр пулсан планкăна “Ç5” тĕлне çĕклĕр тетĕп. Е, музыкантсем каланă евĕр, нотăсемпе кăна мар, октавăсемпе те пурăнма тăрăшмалла. Енчен те Раççей халăхĕ, Раççей патшалăхĕ çавăн пек тĕллевлĕ пулсан, ĕçлеме пĕлсен, аван пурăнма тăрăшсан пирĕн пур енĕпе те ÿсĕм пулмалла. Енчен те хамăршăн тăрăшмасан, алă усса ĕçлесен, паллах, япăх пурăнăпăр.

Хавхалану тата энтузиазм – психологин укçаран хаклă ресурсĕ. Çавăнпа та обществăн та, патшалăх влаçĕн органĕсен те пысăк тĕллевсем, малашлăхлă проектсем палăртмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 декабря 2008
00:00
Поделиться