Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсем пурте пĕр кăкран

80 çул тултарнă ятпа саламлама килекен хăнасене кĕтсе илнĕ чухнех кăмăлĕ тулчĕ Кивĕ Ахпÿртри Мария Алексеевна Кошкинан. Мăшăрĕпе вунă ача çитĕнтернĕскерĕн, кашнийĕн çемйи килнĕ. Вĕсен ачисем те кукамăшĕн, асламăшĕн уявне илем кÿресшĕн чĕннĕ йыхравпа пуçтарăннă. Ачин ачисем те пур. Мария Алексеевнăпа Алексей Никитич аслă ывăлне Алексей ят панă. Лена, Ира хĕрĕсемпе Ваня ывăлĕ хăйсен ачисене аслашшĕ-кукашшĕ ятне хунă. Алеша ятлă кĕçĕн мăнукĕ те пур. Пĕр кăкран тухса пĕр ятпа çÿрекеннисемех çуртра улттăн та. Çакнашкаллисем татах та пур. Наташа, Сережа, Ваня, Лена.

Кĕреке хушшине чĕнмелли тăванĕ сахал мар Кошкинсен. Мария Алексеевнăпа Алексей Никитич пĕр ялта, пĕр касра, кÿршĕллĕ тенĕ пекех ÿссе çитĕннĕ. Хăйсемпе пĕр тăванĕсем пурте пурăнмаççĕ пулин те вĕсен ăрăвне малалла тăсаканĕсем йышлă. Хăти-тăхлачи, кум-куммăшĕ... Шутласа та пĕтереймĕн. 10 ачи 19 мăнук çитĕнтерет. Вĕсенчен авланса, качча кайса çемье çавăрнисем пур. Кĕçĕн мăнукĕсем тăххăрăн. Кинĕ-кĕрÿшĕсемсĕр сĕтел хушшине лартас тесен те 37 пухăнать.

Вунă ачаран яла юлни пĕри çеç. Ыттисем пурте хулана вырнаçнă. Ытларахăшĕ Шупашкарта. Мăшăрĕпе пĕр ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ.

– Манăн çулсем – манăн пуянлăх, – тет Мария Алексеевна. Тĕп пуянлăхĕ вара ачисем. Сывă, тĕреклĕ, çĕр-шыва, çынна юрăхлă пăхса ÿстерсе çитĕнтерчĕ мар-и вĕсене мăшăр. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт турĕç Кошкинсем. Аслашшĕ-асламăшĕсĕр çитĕнчĕç ачисем. Кĕçĕннисене асли сăпка сиктерме пулăшрĕ. Иккĕмĕш-виççĕмĕшсем çиччĕ-саккăрмĕшне кÿме урапипе хире кăкăр ĕмĕртме илсе çÿрерĕç. Мария Алексеевна колхоз ĕçĕнчен пĕрре те пăрăнман. Пурне те вăхăтра ĕлкĕрнĕ-çке вăл. Вунă ачана харăсах сĕтел хушшине лартса вунă кашăк хурса яшка антарса панă. Çак вунă кашăках тирĕкри пăтта пушатнă. Виç кунта пĕр кăмака тулли çăкăр пĕçернĕ. Купăста çулçи çине хунă çаврака хăпартăва юратнă ачасем. Алса-чăлха, тумтир чылай кирлĕ пулнă-çке. Хĕл каçиччен алăран пански йĕппи яман вăл.

Кĕрнеклĕ, вăй питти пулнă Алексей Никитич та. Çар училищинче вĕренсе вăрçă хирĕнче çапăçнă. Çĕнтерÿпе таврăннă офицер 1947 çулта çемье çавăрнă. Вăл 33 çул комплексла бригада бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Колхоз ятне çÿле çĕклеме пулăшнă. Мария Алексеевна та тăрăшуллисен йышĕнче тăнă. Ĕçе çамрăклах кÿлĕннĕскер йывăрлăхран хăраман. Вăрçă вăхăтĕнчех колхоз вĕсен хуçалăхне 15 ĕне килсе янă. Тетĕшĕпе аппăшне окоп чавма илсе кайнă. Амăшĕпе пăхнă выльăхсене Марье. Çемьеллĕ пулсан вара бригада ĕçне çÿренĕ. Пăрçа çулма пайпа тухатчĕç ун чухне. Кошкинсен ани çинче карталанса тăратчĕç ачисем. Çĕр улмине те хăлаç патаккипе уйăрса паратчĕç. Урок хыççăн каллех “хуртланатчĕ” ана. Кĕтес вырма йышăнатчĕ амăшĕ. Йĕтем çине “кÿлĕнетчĕ”. Улăм ури тăррине тăратчĕ. Тăрлама пурте пултарайман. Утă ури тирпейлĕ тăватчĕç бригада ĕçченĕсем. Пĕр кун та колхоз ĕçĕнчен юлман. Ĕçкунĕпех ачасене тăрантнă, вĕрентнĕ, ÿстернĕ, çитĕнтернĕ, çемьеллĕ тунă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

– Ĕçлеме ÿркенменни ят-сума ÿстерчĕ пирĕнне, – тет ача амăшĕ-героиня. Кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать халĕ вăл. Кинĕ те хăй пекех правур. Ялти шкулта учительницăра ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ. Çĕрпе ĕçлеме те ÿркенмеççĕ.

Ачисенчен тĕрлĕ профессилли пур. Чи кирли – пурте ĕç вырăнлĕ пулни. Улмисем йывăççинчен пĕри те аякка ÿкмен. Çакна Кĕçĕн Патăрьелне качча тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Оля Воробьева сăввинче те палăртнă. Амăшĕн 80 çулĕ тĕлне “Кăвак хуппине курнă хĕр ача” ятпа çырнă вăл ăна.

Хĕрĕ, кĕрÿшĕ, ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕсемпе савăнать Мария Алексеевна. Пурне те хăй пекех нумай пурăнма ырлăх-сывлăх сунать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2008
00:00
Поделиться