Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Санюк аппа – йĕкĕрешсен амăшĕ

Кашни çыннăн пурнăçĕ мăйăрпа йĕкел пекех ăрасна. Унăн ырлăхĕпе хурлăхне ыйтса илме те, кĕтсе ларма та çук. Турă çырнă шăпа хăех пурнăçа тирпейлесе, майлаштарса пырать. Ун урлă вара сиксе каçаймăн.

Пăлаçи Атăкĕнчи Александра Герасимовна Иванова районти ытти чылай çулланнă амăшĕсем пекех пурнăçра сахал мар хура-шур курнă. Çапах кирек мĕнле йывăрлăхра та нăйкăшман, çемьешĕн, ачасемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн пурăнма тăрăшнă. Çын вăл Атăл варринчи кĕсменсĕр кимĕ мар-çке, яланах ырă пуласлăх патнелле талпăнать.

Александра Герасимовна ултă ача амăшĕ. Çемьеллĕ пурнăç ăна телейпе, савăнăçпа çеç килентермен. Ял каччипе Элекçейпе савса пĕрлешнĕ хыççăн тăватă çул салтак арăмĕ пулса пурăннă. Çак вăхăтра пĕрремĕш ачине – Маруçа пĕчченех çитĕнтерме тивнĕ. Юрать-ха хуняшшĕпе хунямăшĕ кинне ăшшăн йышăннă, тунсăх, йывăр вăхăтра ăна пулăшма тăрăшнă.

Районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О. Гусарова пĕлтернĕ тăрăх, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 1990 çултанпа 67 амăшĕ йĕкĕреш ача çуратнă. Районти врач-гинеколог И. Казаков 15 çул каялла Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр çемьере виççĕн йĕкĕреш çуралнине пĕлтерчĕ. Шел, паян вĕсен çемйи пĕр чăмăрта мар. Ашшĕпе амăшĕ те пурнăçран уйрăлнă, пĕр ачи вилнĕ. Ивановсен çемйинче 1961 çулхи çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче харăсах сас панă виçĕ ача вара паян сывлăхпа пурăнать. Икĕ хĕр те пĕр ывăл харăсах пĕр варта выртнă. Амăшĕ каланă тăрăх, çут тĕнчене талпăнса тухнă чухне вĕсем кашнийĕ тĕрлĕрен виçеллĕ пулнă. Руслан – 3, 5, Надежда – 2, 5, Людмила 1, 5 килограмм тайнă.

– Хырăм калама çук пысăк пулнипе юлашки уйăхсенче тÿрĕ утса çÿреме те питĕ йывăрччĕ. Урайне те пĕшкĕнсе мар, выртса çăваттăмччĕ. Турă мана харăсах виçĕ ача алла тыттарасса нихăçан та шутламан. Кĕçĕнни ытла та пĕчĕк пулнăран пурăнаймасть тесе шутланăччĕ. Çавăнпа та больницăран тухнă хыççăнах киле илсе киличчен, ачасене чиркÿре шыва кĕртесшĕнччĕ. Мăшăрăм Элекçей хирĕçлерĕ. “Турă панăскерсем, пурте сывă çитĕнĕç-ха”, – терĕ. Чăнах та çапла пулчĕ. Куç хупман, канăçсăр каçсем, йывăр вăхăтсем мĕн чухлĕ пулман-ши манăн! Икĕ ачана харăсах ура çине тăрса ĕмĕртеттĕм. Пĕр сăпкара ура вĕççĕн выртакан виçĕ ачана çывăрттарма та хĕнччĕ. Пĕри сас парсан тепри вăранатчĕ. Мухтав Турра, вăл мана пулăшрĕ те, чăтăмлăх та пачĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсен пурнăç çулĕ çине тăнă, – терĕ Александра Герасимовна ачисене çитĕнтернĕ вăхăта аса илнĕ май.

Санюк аппа тирпейлĕ те ĕçчен, тăрăшуллă амăшĕ çеç пулман, вăл хуçалăхри хисеплĕ ĕçчен те шутланнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2008
00:00
Поделиться