Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăрлăха парăнмарĕ Анне

Хĕвел хĕрелсе тухрĕ те ялта унта та кунта выльăх-чĕрлĕх сассипе пĕрле ĕç шавĕ кĕрлеме пуçларĕ. Анне те тăрса тумланса выльăхсем патне тухрĕ. Ĕнине суса кĕтĕве хăваларĕ, сыснасене апатлантарнă хыççăн чăх-чĕпе тулă сапса пачĕ, пахчаран симĕс курăк татса кĕрсе вĕсен умне сапаларĕ. Тепăртакран, тулти ĕçсене тирпейленĕ хыççăн, пÿрте кĕрсе ачисене валли апат пĕçерме лартрĕ. Пепкисем, Настьăпа Максим, тутлă ыйхăран вăранман-ха. Çывăрччăр-ха кăштах тесе хĕрарăм ачасен пÿлĕмĕнчен шăппăн тухрĕ те сĕтел хушшине ларчĕ. Ăна хирĕç стена çинчен çамрăк арçын сăнĕ тинкерет. Ку – унăн мăшăрĕ, Валера, 10 çул каялла çĕре кĕнĕскер. Мăшăрĕн сăнне пăхса ларнă май хĕрарăм аса илÿ çăмхине сÿтме пуçларĕ.

Хĕвел хĕрелсе тухрĕ те ялта унта та кунта выльăх-чĕрлĕх сассипе пĕрле ĕç шавĕ кĕрлеме пуçларĕ. Анне те тăрса тумланса выльăхсем патне тухрĕ. Ĕнине суса кĕтĕве хăваларĕ, сыснасене апатлантарнă хыççăн чăх-чĕпе тулă сапса пачĕ, пахчаран симĕс курăк татса кĕрсе вĕсен умне сапаларĕ. Тепăртакран, тулти ĕçсене тирпейленĕ хыççăн, пÿрте кĕрсе ачисене валли апат пĕçерме лартрĕ. Пепкисем, Настьăпа Максим, тутлă ыйхăран вăранман-ха. Çывăрччăр-ха кăштах тесе хĕрарăм ачасен пÿлĕмĕнчен шăппăн тухрĕ те сĕтел хушшине ларчĕ. Ăна хирĕç стена çинчен çамрăк арçын сăнĕ тинкерет. Ку – унăн мăшăрĕ, Валера, 10 çул каялла çĕре кĕнĕскер. Мăшăрĕн сăнне пăхса ларнă май хĕрарăм аса илÿ çăмхине сÿтме пуçларĕ.

Çулла. Çанталăк питĕ шăрăх. Ялта ĕç вĕресе тăрать. Пурте утă çинче. Анне те уя утрĕ, виçĕ çулхи хĕр пĕрчине, пĕчĕк Настьăна та пĕрле улăха илсе кайма шутларĕ. Вунă уйăхри ывăлне вăхăтлăха кÿршĕсем патне хăварас тесе калаçса татăлчĕ. Мăшăрĕ Валера килте мар: ялта платникре – çурт хăпартнă çĕре ир-ирех тухса утрĕ. Çапла ĕнтĕ вăл пурнăç – пурте ĕçлĕ. Каç кÿлĕм, тен, утта тирпейлесе те кĕртме пулĕ тесе шухăшласа кĕçналăкран тухма пуçларĕ çамрăк хĕрарăм...

Сасартăк пÿрт умне шурă “Волга” çитсе чарăнчĕ. Тем ырă мара сиснĕн, чĕри карт! тапса илчĕ хĕрарăмăн. Кĕçĕн алăкран Валера пиччĕшĕ, Петя пырса кĕчĕ те: “Таня, эпĕ ырă мар хыпар пĕлтеретĕп. Тÿрех хăраса ан ÿк. Валера машина айне пулнă, ан кулян, ăна васкавлă пулăшу машинипе илсе кайрĕç”, – тесе лăплантарчĕ. Хĕрарăм ачисене кукамăшĕ патне хăварса васкавлăн больницăна тухса чупрĕ. Çĕрĕпе Валера мăшăрĕ умĕнче Турра кĕл туса ларчĕ вăл, анчах та калăхах. Тăна кĕреймесĕрех вилчĕ унăн мăшăрĕ, ачасен ашшĕ. Çăлса хăвараймарĕç йывăр аманнă Валерăна тухтăрсем. Тĕнче пĕтсе килнĕнех туйăнчĕ Таньăна юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлсан. Епле чăтрĕ-ши çамрăк хĕрарăм; Çирĕм виçĕ çулта, икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ вăл: асли – виççĕре, тепри вара – кăкăр ачи çеç-ха, 10 уйăхра. Мĕнле пурăнмалла, епле чăтăмлăх çитермелле! Кашни каç минтере куççульпе йĕпетрĕ вăл. Аслă хĕрĕ, пĕчĕк Настя: “Анне, мĕншĕн йĕретĕн, атте вилнĕшĕн-и;” – тесе йăпатма хăтланчĕ. “Атя, халех чавса кăларса килетпĕр ăна”, лăплантарасшăн пулчĕ. Тепринче, чăнах та, амăшĕ куриччен, ача пĕчĕк кĕреçе илсе ашшĕн вил тăприйĕ çине тухса утрĕ. Касри пĕр хĕрарăм ачана курса каялла çавăрса килчĕ ун чухне. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ! Мĕншĕн шеллемерĕн пĕчĕкскерсене; Мĕнпе айăпа кĕчĕç вĕсем санăн умра; Тин çеç пĕрлешсе ача-пăчаллă пулнăччĕ-çке çамрăк мăшăр, пурăнма çеç тытăннăччĕ вĕт-ха вĕсем. Халĕ ĕнтĕ пĕччен ачасене епле пăхса ÿстермелле унăн;!

Çапах пуçне усмарĕ хĕрарăм. Ачи-пăчи телейлĕ пултăр тесе чунне пама хатĕр пулчĕ. Килти хуçалăхра выльăхсем усраса, пахчара çĕр улми, севок-сухан, кишĕр лартса, çурт лартма стройматериал пухрĕ. Ăна хăпартса лартрĕ. Паллах, Таньăн ашшĕ-амăшĕ ялта пулни йывăрлăхсене çĕнме пулăшрĕ. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн вĕсем хĕрне май çитнĕ таран пулăшсах тăчĕç.

Ачасем те пĕчĕккĕн ÿсрĕç, пысăкланчĕç. Пăхса ытараймасть Таня вĕсене. Иккĕшĕ те шкулта лайăх вĕренеççĕ. Настя – отличница, Максим та “4” тата “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Шкулти мероприятисене те хаваспах хутшăнаççĕ ачасем. Килти хуçалăхра амăшĕн ĕçне çăмăллатма тăрăшаççĕ пĕчĕкскерсем, ĕçре пулăшаççĕ. “Маттур манăн ачасем”, – хĕпĕртет çакăншăн Таня. Ачасем те ăнланаççĕ ĕнтĕ амăшне мĕнлерех йывăр пулнине. Вăл вĕсемшĕн епле тăрăшнине, йывăрлăхра вĕсемпе пĕр амăш çеç пулнине чĕререн туяççĕ. Шел, ашшĕ кураймарĕ çак куна тесе пăшăрханать вăл час-часах.

Эх, анне чĕри! Мĕн ачасем ÿссе çитĕнсе çитиччен, хăйсем атте-анне пуличчен вĕсемшĕн çунать вăл. Татьяна Николаевна ачисемшĕн пĕр вăхăтрах атте те, анне те. Унăн хăй çуратнă пепкисене ура çине тăратса çын тумалла. Пурнăç вăл теме те вĕрентет. Ачасем чирлеççĕ-и, вĕсене йывăр-и, яланах пĕрле пулма тăрăшать. Ачисем те амăшне чунтан саваççĕ, ăна пулăшма васкаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2008
00:00
Поделиться