Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Айăпа кĕнисем тĕрĕс çул çине тăччăр

Вăрă-хурах ĕçĕпе çыхăннă çын нихăçан та хисеплĕ пулман. Ĕлĕк-авал ун пеккисене тытсан пÿрнине касса мăшкăл кăтартнă. Çак усал ят çынна ĕмĕрлĕхе вараланă. Унтан кÿрши-арши те, тăванĕсем те пăрăннă.

Халĕ вара суд ĕçченĕсем саккун урлă сиксе каçма тăнисем хăйсен йăнăшне ăнланасса, вăл тÿрĕ çул çине тăрасса шанса пысăках мар айăпа кĕнисене условнăй майпа айăплаççĕ. Суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕçре пирĕн инспекци пысăк вырăн йышăнать. Вăл суд приговорĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе юсанмалла тунă тата условнăй майпа айăпланă çынсене пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ сăлтавпа айăплав илнисем пур. Ытларахăшĕ вăрланипе, çемьере е обществăлла вырăнта çапăçса кама та пулин сиен тунипе тата ытти сăлтавпа та çыхăннă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ тăван ачине пăхман, вĕсене алимент тÿлесе пулăшман, хăйсен тивĕçне тÿрреммĕн пурнăçламан граждансемпе те ĕçлеме тивет. Айăпланнисене эпир тăтăшах хамăр инспекцие чĕнсе тÿрĕ çул çине тăрасси, юсанасси пирки калаçусем ирттеретпĕр. Вĕсенчен кашниех пирĕн инспекци витĕмне туйса тăрать. Çапах та пурте хăй айăпне, йăнăшне ăнланма, тÿрленме тăрăшмаççĕ.

Кăçалхи вунă уйăхра 108 çынна хамăр патăрти “хура списокран” кăлартăмăр. Хăйсене йĕркеллĕ тытакансене тата йăнăшне пĕтĕмпех ăнланса илнисене, ÿкĕнекенсене прокуратурăран, судран унăн ĕçне вăхăт çитичченех пĕтерме, вĕсене учетран кăларма ыйтатпăр. Хăшне-пĕрне вара обществăран уйăрма та тивет. Кăçалхи вунă уйăхра, сăмахран, 12 çынна ирĕкрен хăтарнă. Акă, октябрĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕнче пурăнакан В.Краснов ĕçне суд тепĕр хут пăхса тухрĕ, ăна ирĕкрен хăтарма йышăну кăларчĕ. Вăл ĕçлесе юсанма чăтăмлăх çитереймерĕ, хушнă ĕçе пурнăçламарĕ, темиçе хутчен асăрхаттарсан та йĕркене пăхăнмарĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2008
00:00
Поделиться