Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача амăшĕн кунĕпе

Хамăр калаçура эпир пин-пин сăмахпа усă куратпăр. Анчах та вĕсенчен чи ăшши, çепĕççи, чуна çывăххи, пире пурăнма хавхалантараканни – анне. Çĕр çинче “анне” ята калакансем те, çапла чĕнме тивĕçнисем те чи-чи телейлисем.

Ыран Раççейри Аннесен кунĕ. Уяв кунхине эпир кашнийĕ аннесемшĕн пуç тайма, мĕн пур ырришĕн вĕсене тав тума тивĕçлĕ. Çак сăлтавпах ноябрĕн 26-мĕшĕнче Мăшăрлану керменĕнче районти хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленипе савăнăçлă каç ирттерчĕç. Чăн малтанах амăшĕсене район пуçлăхĕ Н.Глухов, районти ЗАГС пайĕн ертÿçи О.Гусарова ăшшăн саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, кил ăшшине, çемье тĕреклĕхне упрама ырă сунчĕç.

Уяв ячĕпе пуçтарăннă тĕл пулура икĕ çамрăк мăшăра иккĕмĕш хут атте-анне пулнă ятпа саламларĕç. Хальхинче çак чыса Патăрьелĕнчи Комиссаровсемпе Маллинсем тивĕçрĕç. Евгенийпе Лариса Комиссаровсен çемйине иккĕмĕш хĕр хутшăннă. 14 çултан алла илнĕ вĕсем ăна! Куç пекех кĕтнĕ пепке районшăн та паллă пулса юлчĕ. Çемье çулталăкĕнче кун çути курнă Екатерина кăçал районта çуралнă 400-мĕш ача! Маллинсен çемйине вара иккĕмĕш ывăл çуралса савăнтарнă.

Уявра Патăрьелĕнчи Спиридоновсен çемйине амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Кунтах ра-йон пуçлăхĕ Н.Глухов хăйсен ĕçне тÿрĕ чунпа туса пыракан, обществăлла ĕçре хастар та пуçаруллă хăш-пĕр амăшсене Хисеп грамоти парса саламларĕ.

Аннесене халалланă уявра тĕрлĕ çулхи çамрăк артистсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2008
00:00
Поделиться