Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Участковăйсен ĕçĕ çăмăл мар

Паянхи куна районти 56 ял халăхĕпе çыхăну тытма, саккунлăхпа çыхăннă йĕркене тирпейлесе тăма милицин 15 участокри уполномоченнăйĕ ĕçлет.

Йĕрке хуралĕнчи ытти милицисемпе танлаштарсан участковăйсен кулленех вырăнти халăхпа пурăнмалла, вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн, право йĕркишĕн тăрăшмалла. Анчах та участокри уполномоченнăйсене хăйсен вăйĕпе çеç пур енлĕ йĕрке туса пĕтерме йывăр. Çавăнпа та вĕсене ирĕклĕ дружинăсем, обществăллă хăй тытăмлăх комитечĕсем пысăк пулăшу параççĕ, витĕм кÿреççĕ. Çапла пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин результачĕ те пур. Сăмахран, кашни виççĕмĕш преступление участковăй уçса панă.

Участковăйсен ĕçĕ çăмăл та, ансат та мар. Чылайăшĕ хăйсен тивĕçне тÿрĕ чунпа, пысăк яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Милицин учатокри уполномоченнăйĕсен службине туса хуни 85 çул çитнине паллă тунă кунсенче кăтартуллă работниксен ячĕсене аса илмесĕр иртеймĕн. Первомайски ял тăрăхĕнчи аслă уполномоченнăй Л.Ярушкин, Аслă Чеменпе Турхан ял тăрăхĕсенчи аслă уполномоченнăй М.Кудряшов, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи З.Камалетдинов хăйсен участокĕсенче преступлени тăвассине чакарас тĕлĕшпе витĕмлĕ профилактика ĕçĕсем нумай тăваççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться