Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техникăна çĕнетеççĕ

Çитес çул районти ял хуçалăх предприятийĕсем 49 çĕнĕ техника туянма ĕмĕтленеççĕ. Ку енĕпе “Звезда”, “Первомайск” кооперативсем, “Корма” пĕрлешÿ вĕсене туянмашкăн банкран кивçен укçа илме кирлĕ хутсене тăратнă та ĕнтĕ. Тата 7 хуçалăхра бизнес-плансем тăваççĕ.

Кăçал районти хуçалăхсенче 56 миллион тенкĕлĕх 53 единица ял хуçалăх техники туяннă. Çĕннисемпе усă курса çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесшĕн вĕсем. 13 трактор туянни “хурçă утсен” 3, 8 процентне, 4 комбайн илни уй-хир “карапĕсен” 4, 2 процентне, çĕр улми пуçтаракан 3 комбайнлă пулни çакнашкал йышши техникăсен 30 процентне çĕнетме май панă. Тепĕр енлĕ танлаштару та тума пулать. Çĕнĕ техникăсем юлашки 3 çул хушшинче çунтармалли-сĕрмелли материалсене унчченхисемпе танлаштарсан 7, 5-8 процент перекетлеме пулăшнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться