Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв сыхлăха хисеплет

Район пуçлăхĕ 2008-2009 кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв объек-чĕсенче çынсем валли хăрушсăрлăх туса хурасси çинчен хушу кăларнă. Çакна Раççей Федерацийĕн Шыв кодексĕпе, Раççей Федерацийĕн халăхпа территорисене чрезвычайлă лару-тăрура хÿтĕлесси, вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕ-тĕмĕшле принципсем çинчен калакан саккунсемпе никĕсленсе тунă. Çавăн пекех Чăваш Республикин çак ыйтусемпе кăларнă кăтартăвĕсене те тĕпе хунă.

Хушура ял тăрăх пуçлăхĕсене хăйсен территорийĕсенчи шыв объек-чĕсенче çынсем валли хăрушсăрлăх туса хумалли мероприятисене ха-тĕрлесе пурнăçа кĕртсе пыма сĕннĕ. Çавна май халăх кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв çинче асăрхануллă пултăр тесе ăнлантаруллă ĕçе тимлĕн туса пымалла. Хăйсем çинче гидротехника сооруженийĕсем пур хуçалăхсен ертÿçисемпе пĕрле объектсен юсавлăхне тишкерсе тухмалла. Шыв шайне кирлĕ таран чакармалла. Хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçлас тĕллевпе яваплă çынсем уйăрмалла. Пăр çинче мĕнле тыткаламалли пирки вĕрентÿ йĕркелени те усăллă пулĕ.

Шыв тăракан вырăнсенче пăр хулăнăшне ирхине тата каçхине виçсе тăрассине йăлана кĕртмелле, çанталăк ăшăтнă чухне – кăнтăрла та.

Шыв тăракан çĕрти хăрушă вырăнсене ятарлă паллăсем лартмалла, пулă тытмалли ятарлă вырăн уйăрмалла, кирлĕ пулсан пăр урлă çуран каçмалли вырăнсем тумалла.

Пăр çинче сыхă пулмалли çинчен уйрăмах шкул ачисене, ашшĕ-амăшне тĕплĕн ăнлантармалла. Инкекре çăлмалли меслетсене пурне те вĕрентмелле. Çавна май “Асăрханăр, çÿхе пăр!” мероприяти ирттермелле.

Шыв та, пăр та сыхă пулнине çеç хисеплеççĕ. Çак чăнлăха кашнийĕн асра тытмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться