Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтак тумне хывичченех – тĕл пулу

Пурнăçра çар хĕсметĕнче пулнă çын яланах хисеплĕ шутланнă. Вăл паян та çаплах. Çак кунсенче Ыхра Çырминчи саккăрмĕш класс ачисем нумай пулмасть çеç салтак службине вĕçлесе таврăннă А.Антоновпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Алексей çамрăксене çар хĕсме-тĕнчи пурнăçпа, çирĕп йĕркепе паллаштарнă, пулас салтаксене шкулта вĕреннĕ чухнех сывлăха спортра çирĕплетме суннă.

Шкулти çамрăк Джалилецсен организацийĕ кăмăллă калаçушăн, усăллă тĕл пулушăн салтака тав тунă, асăнмалăх парне панă



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться