Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПАТĂРЬЕЛСЕМ ФИНАЛТА ВЫЛĔÇ

“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тата шкул ачисен Х спартакиадин программипе килĕшÿллĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен зонăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Йĕпреç, Çĕрпÿ районĕсенчи шкул ачисем вăй виçрĕç.

Кавир çинчи тытăçусем питĕ çивĕч пычĕç. Çавăнпа та çĕнтерÿ никамшăн та çăмăл килмерĕ. Апла пулин те Патăрьел районĕн çамрăк кĕрешÿçисем çĕнтерме хал çитерчĕç, финала кайма ирĕк илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Комсомольски, виççĕмĕшĕнче – Елчĕк районĕсен çамрăк атлечĕсем.

Ăмăртăва хутшăнакансене, çĕнтерÿçĕсене Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов, ача-пăча спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов саламларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться