Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Милицисем спортпа туслă

Патăрьел районĕ хăйĕн спортсменĕсемпе тахçанах чапа тухнă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем те çав чапа çĕре ÿкересшĕн мар. Çавăнпа та вĕсем спортпа туслăха çирĕплетсех пыраççĕ. Йĕркене пăсакана чарма та кирлĕ-çке-ха спортри пултарулăхпа ăсталăх. Анчах та куллен ăмăртусем йĕркелеме тивĕçлĕ никĕс çукки те чăрмав кÿретчĕ. Малашне ку енĕпе кăлтăк пулмасть, мĕншĕн тесен Патăрьелĕнче физкультурăпа сывлăх комплексĕ ĕçлет. Шалĕçпайĕ унăн дирекцийĕпе спорт никĕсне усă курас енĕпе килĕшÿ тунă. Çапла вара спортпа кашни кун интересленме çул-йĕр уçă.

“Паттăр” комплексра ăсталăха туптанин усси палăра пуçларĕ ĕнтĕ. Акă, Шăмăршă районĕнче Чечняра пуç хунă В.Н.Сидоров милици майорне асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Патăрьелсем унта çивĕч кĕрешÿре иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Патăрьел район пуçлăхĕн парнишĕн иртнĕ çăмăл атлетика эстафетинче райшалĕçпайĕн команди хăй ушкăнĕнче мала тухрĕ. Кусем пуçламăшĕ кăна-ха.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться