Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕл валли те ĕç пур

“Батыревский” улма-çырла питомникĕ улма-çырла çитĕнтерессипе çеç ĕçлемест. Çимĕç паракан тĕрлĕ хунав ÿстерет вăл. Хальхи вăхăтра кунта улма-çырла йывăççисене сыпмалли туратсем хатĕрлеççĕ. Ĕçе ăста специалистсене явăçтараççĕ.

Пĕрлешÿ экономикине тĕреклетме пĕрчĕллĕ культурăсем акса туса илни те пулăшать. Тухăçĕ аван пулчĕ. Гектартан вăтамран 30-шар центнер пухса кĕртрĕç. “Ирень” урпа, “Свеча” çурхи тулă палăрмаллах пысăк кăтартусемпе савăнтарчĕç. Вăрлăхĕсем те супер-элитăччĕ вĕсен.

Килес çулхи тухăçшăн ĕçе пуçăннă питомникра. Вăрлăхсене алласа пĕрремĕш класа лартаççĕ. Ĕçлекенсене те тырăллă тунă. Кашнийĕшне тĕш-тырă çитĕнтерме каякан тăкак шайĕпе пĕрер тонна валеçнĕ.

Питомника йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа ĕçченсем пысăк кăтартусем тăвасшăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться