Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эпир ăçта тата мĕнле пурăнатпăр? Эпидемиологиллĕ лару-тăру

2008 çулхи 9 уйăхра инфекциллĕ тата паразитарлă чирсемпе чирленин шайĕ кашни 100 пин çын пуçне 1728, 5 пулнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 30, 3 процент сахалрах. Чакнин сăлтавĕ ОРВИ шайĕ пĕчĕкленнинче.

Пĕтĕм чирсенчен 64, 42 проценчĕ ОРВИ (2007 ç. – 73, 7), вар-хырăм чирĕсем – 9, 2 (5, 7), социаллă инфекцисем – 1, 56 (1, 6), паразитарлă инфекцисем – 2, 6 (6, 1), вируслă гепатитсем 4, 8 (4, 5) процент пулнă.

Инфекциллĕ чирсен экономикăллă сиенĕ 3887, 3 пин тенкĕпе, вăл шутра ОРВИн 1422 тенкĕпе танлашнă.

Хĕрлĕ шатра, менингит йышши тата выльăхпа çыхăннă чирсем пулман.

Нумай çулхи вăтам кăтартупа танлаштарсан сальмонеллезпа, дизентерипе, вăрăма кайнă В тата С гепатитсемпе, оспăпа, кĕçĕпе, аскаридозпа, энтеробиозпа, гриппа чирлесси, чĕр чунсем çыртни сахалланнă.

Вар-хырăм чирĕсен хисепĕ Патăрьел (9 тĕслĕх), Туçа, Шăнкăртам, Первомаăски (5-шер), Ишлĕ (4), Аслă Чемен тата Тăрăн (3-шер) ял тăрăхĕсенче пысăкрах пулнă.

Вируслă гепатитпа чирлесси нумайланнă. Çакă нумайрах Мускав облаçне ĕçлеме кайнисемпе çыхăннă.

Туберкулезпа чирлесси нумай çулхи вăтам кăтартупа танлаштарсан 1, 6 хут, лямблиозпа чирлесси 1, 7 хут ÿснĕ.

Инфекциллĕ тата паразитарлă чирсен 104 вучахне тупса тишкернĕ.

Вируслă В гепатитран сыхланма 4564 çынна прививка тунă, плана тĕпрен илсен пурнăçланă.

Паха шывсăр ниçта та ...

Кăçалхи 9 уйăхра централизациленĕ шыв çăл куçĕсенчен 18 тĕслĕх илсе тишкернĕ. Вĕсенчен 13-шĕ гигиена ыйтнине тивĕçтермест. Патăрьел районĕн тĕп больницинче, “Батыревское ЖКХ” предприятире, Патăрьелĕнчи çу заводĕнче, Туçари вĕрентÿ центрĕнче, Турханти психоинтернатра, Патăрьелĕнчи ДРСУра усă куракан шывра сульфатсем нумай, шывĕ хытă, пăтранчăк тата ытти те.

Шыв пăрăхĕсенчен илнĕ 33 тĕслĕхрен 25-шĕ санитарипе гигиена ыйтнине тивĕçтермест. Кун пекки тĕп район больницин, Кзыл Чишма ял тăрăхĕн, Турханти психоинтернатăн, коммуналлă хуçалăхăн, Туçари вĕрентÿ центрĕн шыв пăрăхĕсенче пулнă.

Централизацилемен шыв çăл куçĕсенчен илнĕ 51 тĕслĕхрен 42-шĕ ыйтнине тивĕçтермеççĕ. Хытă, сульфатлă, пăтранчăк, нитратлă шывпа Тăрăнти шкул-садра, Сăкăтри, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Аслă Чеменри, Çĕньялти вăтам шкулсенче, Хирти Пикшикри, Кĕçĕн Патрьелĕнчи, Шăнкăртамри ача сачĕсенче, Первомайски вĕрентÿ центрĕнче, “Аир”, “Мария” магазинсенче, “Мечта”, “Инвест-Строй”, “Булат” пĕрлешÿсенче, “Ирек” кафере, гигиенăпа эпидемиологи центрĕн филиалĕнче тата ытти те усă кураççĕ.

Микробиологиллĕ кăтартусем пирки илнĕ 22 тĕслĕхрен пурте юрăхлă. Шыв валеçекен пăрăхсенчен илнĕ 55 тĕслĕхрен 3-шĕ тивĕçлĕ шайра мар: 7-мĕш профучилищĕре, Туçари вĕрентÿ центрĕнче, “Батыревское” акционер пĕрлешĕвĕнче.

Централизацилемен çăл куçĕсенчен илнĕ 111 тĕслĕхрен 4-шĕ микробиологи нормативĕпе ки-лĕшсе тăмасть.

Çиетпĕр, сывлатпăр,

утатпăр...

Кăçалхи 9 уйăхра апат-çимĕç продукчĕсемпе чĕр тавара тĕрĕслеме 86 тĕслĕх илнĕ, пĕри çеç гигиена ыйтнине тивĕçтермен (Первомайски столовăйĕнче).

Микробиологи кăтартăвĕсем тĕлĕшĕнчен 122 тĕслĕх илсе тишкернĕ, 3 тĕслĕхĕ апат кирлĕ пек пулманнине çирĕплетнĕ.

Ялсенче сывлăш мĕнле шайра пулнине пĕлмешкĕн 636 тĕслĕх пухнă. Ăна тусан, кÿкĕрт диоксичĕ, азот диоксичĕ, углерод оксичĕ, фенол, формальдегид тĕлĕшпе тĕпченĕ. Юрăхсăр тĕслĕхсем пулман.

Социаллă-гигиенăллă мониторинг шучĕпе Патăрьелĕнчи “Центральнăй” ача садĕнче тăпран 5 тĕслĕхне тĕпчеме янă. Тишкерÿ вĕсем хăрушах маррине çирĕплетнĕ. Ытти вырăнсенчен тăпран 8 тĕслĕхне илсе тишкернĕ, юрăхсăрри тĕл пулман.

Микробиологиллĕ кăтартусем енĕпе 6 тĕслĕх, паразитологи енĕпе 5 тĕслĕх илсе тĕпченĕ. Пурте нормативпа килĕшÿллĕ.

Химипе этиологиллĕ наркăмăшланни 43 тĕслĕх пулнă. Вăл шутра: этил спирчĕ ĕçнипе – 8, эмеле пула – 11, ытти сăлтавсемпе – 19. 16 тĕслĕхре çын вилнĕ: сĕрĕм тивнипе – 9, этанолпа – 5, этил спирчĕпе – 1, уксуспа – 1.

Ĕç вырăнĕ.

Вăл мĕнле шайра;

2008 çулхи 9 уйăхра ĕç вырăнĕсем мĕнле шайра пулнине те тĕрĕслесех тăнă. Микроклимат енĕпе 189 хут тĕрĕсленĕ, 4-шĕ ыйтнине тивĕçтермен. Пĕлтĕр ку енĕпе кăтартусем начартарах пулнă. Тивĕçтермен ĕç вырăнĕсем газ участокĕнче, крахмалзаводра, Туçари ĕне ферминче тупăннă.

Çутă енĕпе 574 ĕç вырăнне тĕрĕсленĕ, 52-шĕ тивĕçтермен. Ку енĕпе кăлтăксем Алманчă шкулĕнче, Патăрьел райповĕн лавккисенче, Первомайскинчи вĕ-рентÿ центрĕнче, “Ландыш” çĕвĕ цехĕнче, И.Каштановпа Р.Шагаев лавккисенче пулнă.

Электромагнитлă хумсем тĕлĕшĕнче 624 тĕрĕслев ирттернĕ, 35-ĕшĕнче унăн шайĕ пысăкрах пулни палăрнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться