Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш – инвалидсен физкультурăпа спорт федерацийĕн ертÿçи

Çак кунсенче республикăри инвалидсен физкультурăпа спорт Федерацийĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă. Федерацин Президиумĕн членĕсем пурте пĕр саслăн унăн ертÿçи пулма В.М.Антонова суйланă. Çакă районшăн та пĕлтерĕшлĕ. Валерий Михайлович пирĕн ентеш. Вăл Пăлаçи Атăк ялĕнче çуралнă. Çамрăк чухне кунтах хăйĕн тавра курăмне анлăлатнă, спорт тĕнчипе çывăхланнă. Пирĕн ентеш обществăлла пурнăçра та хастар. Вăл депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ. Çак ларурах ăна Раççейри параолимп комитечĕн регионти уйрăмĕн руководительне суйланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться