Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи лайăх перекенни – хĕрарăм

Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче çирĕплетсе панă хĕç-пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Тĕпрен илсен, вăл сотрудниксем хĕç-пăшалпа лайăх усă курма пултарнине кăтартса пачĕ. Анчах та кĕтменлĕх те сиксе тухрĕ: 40 очко пухма май пур çĕртен 39 очко пухса, арçынсене кая хăварса, çул çитмен ачасен уйрăмĕн начальникĕ Вероника Кузнецова мала тухрĕ. Кулленхи ĕçĕн ытти енĕпе те тĕслĕх илмелли пур унран.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться