Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Черетлĕ канашлу

Район пуçлăхĕ Н.Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕ-тĕмлетнĕ, çĕнĕ ĕç эрнинчи тĕллевсене палăртнă. Николай Иванович чăн малтанах ЧР Президенчĕ 2006 çулхи августăн 21-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен линийĕсене тăвассине вĕçлеме-лли мерăсем çинчен” йышăннă Указа районта мĕнле пурнăçласа пынипе, çак сăлтавпа Шупашкарта ноябрĕн 22-мĕшĕнче сумлă мероприяти йĕркеленин итогĕпе паллаштарнă.

Иртнĕ эрне професси уя-вĕсемпе пуян пулнă. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем, налук службин ĕçченĕсемпе бухгалтерсем хăйсен уявĕсене паллă тунă.

Юлашки вăхăтра районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче интереслĕ те усăллă меро-приятисем сахал мар йĕркелеççĕ. Иртнĕ эрнере те район, республика шайĕнче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Планеркăра хутмалли тапхăра малалла та ăнăçлă йĕркелесе пырас, çитес çул акмалли вăрлăхсене алласа тасатас тата ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться